АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай районĕ 85 çул тултарчĕ

05 марта 2020 г.

 

Тăвай районĕ хăйĕн хальхи кун-çулне 1935 çултанпа йĕркелесе пырать тата пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче 85 çул тултарчĕ. Çапла 1935 çулта ВЦИК Президиумĕн постановленийĕпе Чăваш АССР территорийĕнчи районсене пĕчĕклетсе йĕркеленин шучĕпе тепĕр 7 çĕнĕ район туса хунă, вăл шутрах Канаш тата Вăрмар районĕсен шутĕнчен Тăвай районĕ те йĕркеленĕ, Тăвай ялĕ район центрĕ пулса тăнă, района 33 ялпа 20 ял Совечĕ кĕнĕ. 1935 çулхи мартăн 1—2-мĕшĕсенче Тăвай ялĕнче рабочисемпе хресченсен тата хĕрлĕармеецсен депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ пухăннă, унта Тăвай районне йĕркелени çинчен пĕлтернĕ тата район ертÿлĕхĕн органĕсене туса хунă. Çав çулхинех февралĕн 17-мĕшĕнче «Большевикла колхозшăн» ятпа район хаçачĕ те тухма пуçланă. Сăмах майăн каласан, вăл та 85 çулхи юбилейне паллă турĕ нумаях пулмасть.

1951 çулта Хучель тата 1952 çулта Çĕнĕ Тăрмăш ялĕсем Канаш районне куçнă май пирĕн районта паянхи кун 31 ял шутланать.

Анчах пурнăç пĕрешкел пыман: 1962 çулхи ноябрь уйăхĕн-че реорганизацие пула пирĕн района пĕтернĕ, çавна май Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Тушкил ял Совечĕсем Вăрмар районне, ыттисем вара Канаш районне кĕнĕ. Çапах та тепĕр виçĕ çултан, 1965 çулхи ноябрьте, Тăвай районне çĕ- нĕрен туса хунă, кÿршĕллĕ Канашпа Вăрмар районĕсене куçарнă маларах асăннă ял Совечĕсене каялла тавăрнă. Паянхи кун çав тытăмпа пурăнатпăр. Района çĕнĕрен йĕркелени районти организацисене, колхозсене, ял Совечĕсене конкретлă тата оперативлă ертсе пыма условисем туса панă.

Район пысăках мар, вăл хамăр республикăри Канаш тата Вăрмар районĕсемпе тата Тутарстанпа чикĕленет. Район территорийĕ 52,2 пин гектарпа танлашать, çак шутра ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем — 35,7 пин гектар, вĕсенчен 30,6 гектарĕ — сухаласа акакан çĕрсем. Район территорийĕн пĕр пайне вăрмансем йышăнаççĕ.

Район территорийĕнче Эль кÿллипе Хура çăл, юханшывсем пур. Кĕтне шывĕ те пирĕн район çĕрĕпе авкаланса юхса выртать. Ун çинче 1949—1952 çулсенче Октябрьти ГЭС тунă. «Туслăх гидроэлектростанцийĕ» ят панă ăна. Вăл «Новый путь», «Заря», «Красная Армия» (Тенеяль, Тушкилпе Ямпулат ялĕсем) тата Тутар АССРĕнчи колхозсене 1966 çулчченех ток панă.

Малтанхи вăхăтра районта промышленноç пулман тесен те юрать. Анчах çав вăхăтрах хăш-пĕр алĕç производстви аталаннă, ял çыннисем чăпта çапнă, ытти усăллă ĕçсене явăçнă. Колхозсем йĕркеленнĕ май, коллективизацин малтанхи çулĕсенчех хуçалăхсенче ĕçлесе хатĕрлекен промышленноç предприятийĕсем вăй илсе пынă. Тимĕр- çĕ лаççисем, çил арманĕсем, кĕрпе, çăм тата çу арманĕсем ĕçленĕ. Çĕнĕ Пуянкасси промартелĕнче тир тунă, кĕпе-йĕм, атă-пушмак çĕленĕ тата юсанă, извеç çунтарнă, тир маçĕ хатĕрленĕ. 1936 çултан тытăнса Çĕнĕ Ишпуç, 1937 çултан Кĕрше ялĕнче строительство валли кирпĕч кăларма тытăннă, Кĕршерех çакăнсăр пуçне черепица тата тăм савăт-сапа кăларнă.

Иртнĕ ĕмĕрхи вăтăрмĕш çулсен варринче, коллективизаци вăй илсе пынă май, хуçалăхсенче ял хуçалăх кадрĕ-сем питĕ çителĕксĕрри куç кĕрет палăрнă. Çавăнпа 1936 çул пуçламăшĕнче Çăлпуç ялĕнче трактористсен курсĕ йĕркеленĕ. Çав çулхинех июнь уйăхĕнче Тăвайри МТС уçăлнă. 1958 çулта вара, МТСа реорганизациленĕ май, хăйсен техникине илсе кашни хуçалăхрах трактор бригадисем туса хунă. Вăтăрмĕш çулсен варринче Мучарта колхоз шкулĕ те ĕçлеме пуçланă, унта ял хуçалăхĕнче ĕçлеме ветсанитарсем, агротехниксем, счетоводсем хатĕрленĕ. 1940 çулчченех кадрсем вĕрентсе хатĕрленĕ асăннă шкул.

Колхозсен пай укçипе 1960 çулта Тăвай ялĕнче кирпĕч завочĕ тăвассине вĕçленĕ.

Ытти сферăсене те тимлĕх хунă районта. 1930 çултан тытăнса телефон, 1936 çултан радио кĕртме тытăннă. Района йĕркеленĕренпех суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем ĕçлеме пуçланă, халăха йăла ыйтăвĕ- семпе тивĕçтерме тытăннă. 1936 çулта райцентрта çĕнĕ культура çурчĕ уçăлнă. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса 1935 çул пуçламăшĕнче райĕçтăвкомра сывлăх сыхлавĕн пайĕ уçăлнă, вăл 1962 çулчченех ĕçленĕ.

Районта 29 пуçламăш шкул шутланнă. Пĕрремĕш шкул Тăвайра 1862 çултах уçă-лнă пулнă. Районта хутла вĕренмелли шкулсем, земски шкулĕ, Яковлев шкулĕсем, обществăлла училище халăха çутта кăларассипе тăрăшнă. 1937 çулта пĕтĕмĕшле 7 çул вĕренессине йĕркеленĕ, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парассине куçмалли майсем туса хунă.

Ăнăçусем район ертÿлĕхĕнчен нумай килнĕ. 1991 çулхи август уйăхĕччен района коммунистсен партийĕ ертсе пынă. Унтан халăх депутачĕсен ял тата район совечĕсем вырăнне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене — Тăвай районĕн администрацийĕ тата 10 ял администрацийĕ — туса хунă. Хальхи вăхăтра районти депутатсен Пухăвĕ 16 депутатран тăрать, ял администрацийĕсен территорийĕсенче территорири обществăлла хăйтытăмлăх канашĕсем (ТОСсем) ĕçлеççĕ.

Ку чухне районăн социаллă пурнăçĕпе экономики малалла аталанса пырать. Пирĕн район кăçал 100 çулхи юбилейне паллă тăвакан тăван республикăн экономика, культура тата общество пурнăçĕнче хăйне тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Тăвайсем районăн 85 çулхи юбилейне ĕçри ÿсĕмсемпе кĕтсе илнĕ. Районти предприятисенчен «Акконд-агро фирма» АО, «Аккондсĕт» ООО, «Тăвай кооперативĕ» ПО, С.Р.Илларионов, В.Г.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем аван аталаннă. Сергей Илларионов хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсем пирки район хаçачĕн кăçалхи саккăрмĕш номерĕнче «Çитĕнÿ-сем хамăр алăра» проектра та çырса кăтартнăччĕ.

2019 çулта промышленноç таварĕсем тиесе ăсатнин, организацисем хăйсен вăйĕпе пурнăçланă ĕçсемпе услугăсен калăпăшĕ 403,9 млн тенкĕпе танлашнă, умĕнхи çулхипе танлаштарсан, ÿсĕм вăйра тăракан хаксемпе 126,4 процента çитнĕ.

Ваккăн сутакан таварсен калăпăшĕ, вак предприниматель субъекчĕсенне шута илмесĕр, 2019 çулта 327 млн тенкĕлĕх е 2018 çулхинчен 6,9 процент пысăкрах пулнă.

Район экономикин тĕп отраслĕ паян кун та ял хуçалăх производстви пулса тăрать. 2019 çулта унăн индексĕ пĕтĕм категорири хуçалăхсене шута илсе 109,4 процентпа танлашнă. Иртнĕ çул тырă пĕтĕмпе 24,6 пин тонна е килĕшÿпе пăхнă планăн 111 проценчĕ чухлĕ пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектар пуçне 24,5 центнера çитнĕ. 2019 çулта 1393 тонна аш (2018 çулхин 99,8 проценчĕ), 18897 тонна сĕт (103,5 процент) туса илнĕ.

Ĕнесен продуктивлăхĕ малалла ÿснĕ, 6078 килограма хăпарнă, умĕнхи çулхинчен 308 килограмм хушăннă.

Çулсем юсанă. 2019 çулта автоçул хуçалăхне аталантарма 68 млн та 318 пин тенкĕ янă, çав шутран вырăнти бюджетран — 7 млн та 358 пин тенкĕ. Çул-йĕр тăвассинче тата юсассинче пуçарулăх бюджечĕн мелĕ-пе усă курни ялсене çĕнĕ сăн кĕртме пулăшать.

«Ку чухнехи хула хăтлăхне йĕркелесси» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн икĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ: Тăвай ялĕнчи Кооперативная урам картишне тата Тăрмăшри Советская урамри сквера тĕпрен лайăхлатнă.

2019 çулта район умĕнхи çулхи социаллă пурнăçпа экономик аталанăвĕн итогĕсемпе ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе Тăвай ялĕнчи сквера 6 млн тенкĕлĕх çĕнетсе лайăхлатма тытăннă.

Пуçарулăх бюджечĕн витĕмĕ-пе усă курса 2018 çулта 11 млн та 866 пин тенкĕлĕх 6 проекта, 2019 çулта 18 млн та 29 пин тенкĕлĕх 29 проекта пурнăçа кĕртнĕ.

Типтерлĕхпе тасалăхшăн тăрăшса район территорийĕнче коммуналлă хытă каяшсем пухмалли 294 площадка тунă, 588 евроконтейнер вырнаçтарнă.

Тĕрлĕ программăпа усă курса пĕлтĕр кăна 20 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕ-сене лайăхлатнă.

Район администрацийĕ социаллă сферăна çине тăрса аталантарса пыма тăрăшать. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 10 шкулта 1508 ача вĕренет. Шкулчченхи пĕлÿ паракан организацисем 6 (24 группа), вĕсенче тата шкулчченхи ытти ушкăнсенче 601 ача пĕлÿ илет. Хушма пĕлÿ паракан организацисем виççĕ, вĕсене 5 çултан пуçласа 18 çулчченхи 1587 ача çÿрет. 2019 çулта кăна вĕрентÿ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 57 млн та 113 пин тенкĕ янă.

Районта халăха социаллă хÿт-лĕх парасси вăйланса пырать.

2019 çулта 5850 çын е районти пĕтĕм халăхăн 42 проценчĕ 66 млн тенкĕлĕх социаллă пулăшу илнĕ. 2167 çын ĕç ветеранĕ шутланать.

Тăвай енри халăха Тăвайри тĕп больница тата хăш-пĕр ялсенчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕсем медицина пулăшăвĕ параççĕ. 2013—2019 çулсенче кăна 10 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçе кĕртнĕ. Вĕсем халăхшăн чи çывăх сывлăх сыхлав çурчĕсем пулса тăраççĕ.

Модернизациленĕ вунă культура çурчĕ тивĕçтерет халăха. 2017 çулхи августранпа Тăвайри культура çуртĕнче кинозал та ĕçлет, унта халăх тăтăшах тĕрлĕ фильмсем пăхать.

Районта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлесе халăх пурнăçне лайăхлатса пыма, ялсене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме, хăтлăх туса пама тăрăшаççĕ.

Кăçал эпир Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине уявлатпăр. Пирĕн районтан 5429 çын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен 3156-шĕ çапăçу хирĕнчен каялла таврăнайман. Пĕр çемьерен виçĕ е ытларах та çын пуçĕсене хуни те чылайăн. 3712 ентешĕн паттăрлăхне орденсемпе тата медальсемпе палăртнă. Совет Союзĕн Геройĕсем Петр Харитонович Бухтуловпа (Мучар ялĕ) Семен Васильевич Коновалов (Ямпулат ялĕ) пирĕншĕн яланлăхах хăюлăхпа паттăрлăх мухтавĕ пулса тăраççĕ. Тăшман амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупланă Кармал çамрăкĕ Николай Афанасьев та ĕмĕрлĕхех асра пулĕ.

Пирĕн районти 192 çын, çак шутра 7 вăрçă участникĕ, Раççей Федерацийĕн Прези-денчĕн 2019 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнчи 277 номерлĕ Указĕ-пе туса хунă «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул» юбилей медальне илме тивĕçнĕ. Асăннă медальпе Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсене тата тыл ĕçченĕсене наградăлаççĕ. Çавăн пекех вĕсене «Тăвай районĕн хисеплĕ ветеранĕ» значок парса та чысланă.

Районта пурăнакансем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, ăшпиллĕхĕпе, тараватлăхĕпе тата тăван çĕ-ре чунтан юратнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçĕпе районăн ырлăх-пурлăхне хушса пыма, сăн-сăпатне çĕнетме тивĕçлĕ тÿпе хывать, хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕн илемне тата хăйнеевĕрлĕхне пулас ăрусем валли упраса хăварма вăй хурать. Тăвай çĕрĕ талантлă, хастар та маттур çынсемпе пуян.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика