АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Отчетсем концертпа вĕçленнĕ

20 февраля 2020 г.

Енĕш Нăрвашпа Кушкă ялĕсенче пурăнакансене те отчетсем туса панă. Пухăва шкулпа садикре ĕçлекенсем, ял тăрăхĕн депутачĕ-сем, ытти ял çыннисем пухăннă.

Урăхла каласан, ял пурнăçĕшĕн тимлекен çынсем пуху пулассине пĕлетăркач килĕнче ларайман, тĕлпулăва васканă. Асăннă ялсенче пурăнакансемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров, финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев, пенси фончĕн представителĕ Л.Иванова, ветерансен канашĕн председателĕ Р.Гурина, Чăвашрегионгаз представителĕ Д.Сидоров хутшăннă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров иртнĕ ху-çалăх çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарнă. Вăл ял тăрăхĕнчи ыйтусене халиччен те, малашне те çак территорире пурăнакан граждансен, ял администрацийĕн, вырăнти депутатсен, кунта вырнаçнă организацисемпе учрежденисен пĕрлехи вăйĕпе татса парассине палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке 2019 çулта муниципаллă район территорийĕнче тĕллевлĕ программăсене епле пурнăçлани, экономика, демографи лару-тăрăвĕ тата туса ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа панă, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă. Ял çыннисене, тĕпрен илсен, хуçасăр йытăсене тытас, пассажирсене турттарас, Кушкă автоçулне юсас, Токсин урамĕн-чи кÿлле тасатас ыйтусем пăшăрхантарнă.

Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев финанс çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Право йĕркине епле пăхăнни, халăх хушшинчи палăрнă ултав тĕслĕхĕсем çинчен полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Петров асăрхаттарнă. Ултавçăсен серепине лекес мар тесен, çынсен питĕ тимлĕ пулмаллине каланă вăл.

Йăлара газпа хăрушсăр усă курмалли майсем çинчен Чăвашрегионгазăн районти филиалĕн начальникĕ Д.Сидоров паллаштарнă.

Отчетлă пуху ялти культура çурчĕ çумĕн-чи пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе вĕçленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика