АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç

06 февраля 2020 г.

Почта ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç

«Раççей почти» АОра почтальон чи йышлă професси шутланать, Чăваш Республикинче вара 1372 почтальон ĕçлет. Вĕсенчен кашни вăтамран 875 çын пурăнакан участока тивĕçтерет тата пĕр ĕç кунĕнче 15 çухрăма яхăн утать.

Иртнĕ тунтикун «Канашри почтамт» филиал работникĕсем Тăвай районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса канашларĕç. Почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управлени директорĕн заместителĕ М.Ладилов, «Канашри почтамт» филиал начальникĕ Р.Асеинов, унăн заместителĕсем — Т.Ми-хайловапа М.Васильева тата хаçат-журнал çырăнтарассипе ĕçлекен специалист М.Петрова килнĕ.

—Почтальон пирĕн компанире чи кирлĕ профессисенчен пĕри шутланать. Вăл çанталăк мĕнлине пăхмасăр куллен çынсемпе тĕл пулать, вĕсен нушисемпе, савăнăçĕ-семпе кăсăкланать. Май пур таран пулăшать,—пуçларĕ калаçăвне Максим Эдуардович. — «Раççей Почти» акционерлă обществăн Чăваш Республикин тытăмне 9 почтамт, 325 почта уйрăмĕ кĕрет. Филиалта 3256 çын вăй хурать. Почта маршручĕсен тăршшĕ — 12,5 пин çухрăм ытла. Почтальонсем Чăваш Енри 1726 яла хаçат-журнал валеçеççĕ.

Çакăн хыççăн Расим Фатахутдиновичпа Татьяна Александровна сăмах илчĕç, коллективăн 2019 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Хаçат-журнал çырăнтарассипе те, клиентсене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерессипе те почта çыхăнăвĕн Тăвай районĕнчи работникĕсем начар мар ĕçлеççĕ иккен, тухса калаçакансем почтальонсене ку енĕпе малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Унтан ларăвăн чи савăнăçлă пайĕ пуçланчĕ. Ялсенчи почта уйрăмĕн начальникĕсене — Евгения Ситулинана (Мучар), Оксана Николаевана (Элпуç), Инга Филиппована (Çĕнĕ Пуянкасси), Елена Андреевана (Тăрмăш) тата Ираида Евдокимовапа Ольга Никитина (Тăвай), Татьяна Красновапа Галина Спиридонова (Енĕш Нăрваш), Любовь Иванова (Тăрмăш) почтальонсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç.

«Ял ĕçченĕ» хаçата çырăнтарассипе тăрăшуллă пулнăшăн почтальонсене — Татьяна Геннадьевнапа Галина Петровнана (Енĕш Нăрваш), Ольга Ильиничнана (Тăвай), Любовь Анатольевнана (Тăрмăш) тата редакци Тав хучĕсем парса чысланă, хăйсене хаçат çырăнса парса савăнтарнă.

Раççей почти 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулта пичет кăларăмĕсене илсе тăма çырăнтармалли кампанине пуçланă нарăс уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнчен. Пуш уйăхĕ вĕç-лениччен çынсене 800 тĕрлĕ хаçат-журнала хальхи хаксемпе çырăнтараççĕ. Унта 5 республика, 11 район хаçачĕ хутшăнаççĕ. «Ырлăх йывăçĕ» акцие тĕпе хурса вара — ача çурчĕсене, интернатсене, ватăсем вăхăтлăха пурăнакан уйрăмсене, ялсенчи библиотекăсене хăвăр кăмăллакан кăларăмсене çырăнса пама пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика