АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă

30 января 2020 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă

2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 14.00 сехетре Шупашкарта Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă. 

Савăнăçлă пулăма федераци органĕсен регионти уйрăмĕсен ертÿçисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, обществăлла организацисен ертÿçисемпе массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.

2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Раççай Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Олег Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланă çын должноçа кĕриччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пуснă.

Савăнăçлă мероприятие пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă май, РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Олег Николаев регионта паллă çын пулнине пĕлтернĕ. «Вăл чăваш çĕрĕ çинче ÿссе çитĕннĕ, унăн ĕç биографийĕ пĕтĕмпех республикăпа çыхăннă»,—тенĕ.

Игорь Комаров хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин РФ Федераци Пухăвне тухнă Çырура наци проекчĕсене тĕпе хурса халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пымаллине палăртса хăварнине асăннă. Нумай ачаллă çемьесене пулăшу парасси, халăхăн тупăшĕсене ÿстерсе пырасси, экономика тухăçлăхне пысăклатасси, инвестици хывакансене кирлĕ пек лайăх майсем йĕркелесе парасси — тĕп тĕллевсен шутĕнче, тенĕ.

Вăл 2020 çул Чăваш Еншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Республика Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине паллă тăвать. Юбилей уявĕн мероприятийĕсем çине кăна тимлĕх уйăрмалла мар, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те хастарлăн тăрăшмалла. Халăхăн пурнăç условийĕн шайне, тупăш илессине ÿстерсе пырассишĕн ырми-канми ĕçлемелле»,—тесе пĕтĕмлетнĕ сăмахне РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине палăртса анлă мероприятисем йĕркелесе ирттермелле.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакана РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ наци проекчĕсене пурнăçласа пырас хăвăртлăха тата динамикăна упраса хăварма, малашне те ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме сĕннĕ.

«Регионăн çĕнĕ ертÿçи эсир пулăшнипе çĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртсе пырасса, республикăра пурăнакансемпе тачă çыхăнса ĕçлеме майсем тупасса, вĕсен шухăш-сĕнĕвĕсене шута илессе, нушисене пĕлсе тăрасса шанатăп. Çапла майпа ĕçлесен, ман шутпа, пурте ăнăçать»,—тенĕ Игорь Комаров Олег Николаева малашнехи ĕçре ăнăçусем тата телей суннă май.

Маларах асăннă хушупах Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçрен хăтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика