АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр юбилейне уявларĕç

29 ноября 2019 г.

Театр юбилейне уявларĕç

«Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2019 çула театр çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ, ÿнер çурчĕсем çĕнĕ вăйпа аталанма тытăнасса çирĕппĕн шанса тăратăп. Театрсем çĕршывăн урăх регионĕсене тухса çÿреме самаях пысăк пулăшу илеççĕ. Культура министерстви умне гастроль ĕçне анлăлатма, хамăр республикăри кашни хулапа районта, кашни пысăк тата пĕчĕк салапа ялта спектакльсем кăтартассине йĕркелеме тĕллев лартатăп. Театр çулталăкĕ чăн-чăн культура марафонĕ пултăр»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Тăвайри халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. Ку коллектив пирки калас пулсан унăн çул-йĕрĕ тата маларах пуçланнă. 1928 çулта Тăвайри шкул ачисем драма кружокĕ йĕркеленĕ, ăна Анастасия Тимофеевна Моисеева вĕрентекен ертсе пынă. Унта ытларах аслă классенче вĕренекенсем вылянă. Паллах, йывăр çулсенче театр коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕ вăхăтлăха чарăннă, вăрçă хыççăн вара вăл çĕнĕ вăйпа ĕçлеме тытăннă. Çĕнĕрен чăмăртаннă артистсен ушкăнĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче театрăн кăвайтне сÿнме паман, халăха вăй-хăват кÿрсе тăнă.

1969 çулта коллектив «халăх ушкăнĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Уяв каçне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, хăй вăхăтĕнче Тăвайри халăх театрне ертсе пынă тата унта выляса чылай рольсене ăнăçлă калăпланă Валерий Васильевич Чайкин уçрĕ, театр артисчĕсене район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, хăйĕн асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

«СССР халăх артистки» чи çÿллĕ шайри хисеплĕ ята илнĕ тата театр ÿнерĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Раççейри чи сумлă «Ылтăн маска» премине тивĕçнĕ Вера Кузьминична Кузьмина ентешĕмĕр сцена çине хăпарсан вара çынсем, ăна сума суса, ура çине тăрса алă çупрĕç. Çав тери хитре те тарăн шухăшлă сăмахсемпе саламларĕ вăл вырăнти сцена ăстисене, çутă малашлăх пиллерĕ. Вера Кузьминична аллинчен йышăнчĕç артистсем Чăваш Республикин культура министерствин тата Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн Хисеп хучĕсене. В.Кузьмина калăпланă сăнарсем пин-пин куракана тыткăнланă, нумай-нумай артистсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Вăл - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ, пысăк сценăн никам çитейми ăсти.

Унпа пĕрле сцена çине пирĕн ентеш, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тата Чăваш Республикин халăх артисчĕ Сергей Петрович Иванов тухрĕ, вăл та театр кун-çулĕнчи паллă самантсене аса илчĕ, ушкăна Чăваш драмтеатрĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем - Геннадий Арсентьевич Масленников, Валентина Валерьяновна Александрова, Елена Николаевна Матросова, Зоя Ивановна Васильева асаилĕвĕсем çав тери хумхануллă пулчĕç. Хăй вăхăтĕнче театрта вăй хунă режиссерсене, творчествăри кăткăс самантсене аса илчĕç вĕсем.

Унтан вара районти пултарулăх коллективĕсем те салам сăмахĕсем калама сцена çине тухрĕç. Тушкилти Ольга Ивановна Сергеева, Пуянкассинчи Игорь Васильевич Кузьминпа Лариса Вальтеровна Соловьева, Тăрмăшри Галина Пантелеймоновна Табаевапа Николай Павлович Петров, Лачкассинчи Венера Алексеевна Николаева, Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн артисчĕ-сем (режиссерĕ Зоя Ивановна Васильева) хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Канашри халăх театрĕ (режиссерĕ Татьяна Владимировна Печкина) Арсений Тарасов пьеси тăрăх çырнă «Туя туй пек тăвар-и/» спектакль сыпăкĕпе савăнтарчĕ тăвайсене.

Халăх театрĕ юлашки çулсенче вырăнти авторăн, Альбина Александровна Никитинан (Сухан) пьесисене пĕрре мар лартнă. Артистсене районти журналист та ÿсĕмсем тума сунчĕ. Тĕрлĕ вăхăтра театр авăрне кĕнĕ артистсен вăййи чăннипех те кăмăл-туйăма çĕклет. Уяв каçĕнче Тăвайри халăх театрĕн артисчĕсем ентеш-çыравçăсен пьесисем тăрăх лартнă «Çитăр качаки» (Н.Сидоров) тата «Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа» (Альбина Сухан) спектакльсен сыпăкĕсемпе паллаштарчĕç.

Сцена çинче вара аслисемпе пĕрле çамрăксем те пулни, хăйсене шанса панă рольсене ĕнентерÿллĕ те пысăк ăсталăхпа выляни, паллах, куракана савăнтарать. Театрта хальхи вăхăтра вылякансене вара ятранах палăртса хăварас килет: Сергей Геннадьевич Димитриев, Ираида Ивановна Евдокимова, Светлана Егоровна Зверева, Алена Николаевна Абрамова, Алексей Николаевич Моисеев, Андрей Аркадьевич Захаров, Вера Петровна Абржина, Мария Никоноровнапа Сергей Олегович Никитинсем районти тата ун тулашĕнчи куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тăтăшах савăнтараççĕ. Тăвайри халăх театрĕн мал ĕмĕтлĕ режиссерĕ Надежда Олеговна Никифорова тав сăмахĕ каланипе вĕçленчĕ уяв каçĕ. Унта хутшăннă кашни çынна эпир чун-чĕререн тав тăватпăр. Пурнăç малалла шăвать, аллă çул вăл пултарулăх ушкăнĕшĕн - нумай та, сахал та, умра вара тата пархатарлă ырă ĕçсем, районшăн та, тăван халăхăмăршăн та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика