АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп темăсемпе ытти ыйтусене сÿтсе явнă

22 ноября 2019 г.

Тĕп темăсемпе ытти ыйтусене сÿтсе явнă

Иртнĕ юнкун Тăвай енре Пĕрлехи информаци кунĕ пулнă. Ăна йĕркелеме района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева ертсе пыракан информушкăн килнĕ. Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Валерий Чайкинпа пĕрле муниципаллă служащисемпе тĕл пулнă, информкунăн тĕп темисене сÿтсе явнă.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем - «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан мероприятисем, çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, банксен карттисемпе усă курнă чухне тимлĕрех пулма ыйтасси.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвне тĕпе хурса Чăваш Енри хула тата районсенчи профилактика ĕçĕсен кăтартăвĕсене те тишкернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсене те пăхса тухнă.

Чăваш Республикинче кăçал «Экологи» наци проектне епле пурнăçа кĕртни пирки сăмах пуçарнă малтан.

«Çут çанталăк - пирĕн кил, эпир пурте унта пурăнатпăр»,- теççĕ халăхра. Çавăнпа пирĕнтен кашнин хамăр пурăнакан вырăншăн куллен тимлемелле. Урамра, каннă вырăнта хамăр хыççăн ăпăр-тапăр хăвармалла мар. Çÿп-çап контейнерĕсене ртутьлă лампочкăсем, батарейкăсемпе аккумуляторсем пăрахмалла мар. Çитĕнекен ăрăва çут çанталăка упрама, тимлĕх уйăрма хăнăхтармалла. Хулапа ял тавралăхне симĕслетессишĕн тăрăшмалла, лартнă йывăçсене вăй иличченех шăвармалла, пăхса тăмалла. Автомашинăсене пĕвесемпе кÿлĕсем хĕрринче мар, ятарлă вырăнта çумалла. Скверсемпе парксенчи чĕр-чунсене упрамалла. Удобренисемпе химилле япаласем юханшывсене вараласран сыхланмалла. Шыв тасалăхĕ çынсен сывлăхне лайăх витĕм кÿнине асра тытмалла.

«Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри районсене евроконтейнерсемпе тивĕçтерчĕç нумаях пулмасть, çакна валли Чăваш Ен бюджетĕнчен 86,99 миллион тенкĕ уйăрнă. 2964 евроконтейнер илсе килнĕ, 2340 контейнерĕ - симĕс, 624-шĕ - кăвак тĕслĕ.

Пирĕн районта ăпăр-тапăр пуçтарассине йĕркелеме площадкăсем тăвассине вĕçлеççĕ. 624 контейнертан чылайăшне вырнаçтарнă. «Коммунальник» ООО хытă каяша илсе тухма «КО-440-В1» автомашина туяннă.

Пĕтĕм Раççейри "Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун" программăпа килĕшÿллĕн, Чăваш Республикинче пурăнакан граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ памалли патшалăх политикине пурнăçа кĕртсе пыни пулса тăрать.

Граждансене юридици пулăшăвĕ пани - пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Вăл право пĕлĕвне ÿстерсе пыма май парать. Ачасене правăна ăнланма пулăшни, ку енĕпе воспитани пани аван. 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче палăртма йышăннă çак куна. «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси» федераллă законпа килĕшÿл-лĕн çулсеренех ачасене право пулăшăвĕ памалли куна ирттерессине пăхса хăварнă. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче ачасем те, çитĕннисем те юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Республикăра мероприятисен планне туса хатĕр-ленĕ. Çав вăхăтра ача прависен çинчен калакан Деклараципе, РФ Конституцийĕпе, ача прависемпе йышăннă федераллă законсемпе паллаштараççĕ тата тĕплĕнрех ăнланса илме, мĕн пĕлнине ăс-тăнĕнче çирĕплетме пулăшаççĕ, социаллă пурнăçпа право тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва тивĕçлĕ прогноз тума вĕрентеççĕ, хăйсен прависене хÿтĕлеме хăнăхтараççĕ. Хуласенче ачасем валли консультаци пункчĕсем те ĕçлеççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче право пĕлĕвĕсен урокĕсем, информаци калаçăвĕсем йĕркелени те çамрăксене усă кÿрет.

Çапла вара ачасене право пулăшăвĕ памалли Пĕтĕм Раççейри куна халалланă мероприятисем шкулта вĕренекенсемпе студентсене политикăпа право культурин никĕсĕсене йĕркелеме, вĕсене гражданлăх тĕлĕшĕнчен малалла çирĕпленме, тата тăрăшарах вĕренме, право тĕлĕшĕнчи пĕлĕвне ÿстерме, унпа пурнăçра усă курма хăнăхма, законсене тарăнрах пĕлессишĕн тăрăшма витĕм кÿрессе палăртнă Пĕрлехи информаци кунне ирттерме хутшăннисем.

2019-2020 çулсенчи кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта çуртри е хваттерти газ оборудованийĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Пушар - хăрушă инкек. Вăл ытларах çынсен тимсĕрлĕхĕпе пулнине, нумай чухне электропроводсемпе кăмакасенчен тата газ оборудованийĕ-сенчен тухать. Электропроводсене вăхăтра улăштарманни, кăмакасене пăхса тăманни, газпа ĕçлекен котелсемпе, плитасемпе пĕлсе усă курманни нумай чухне вут-кăвар тухасси патне илсе çитерет. Кăçал та тĕрлĕ çĕрте хваттерсемпе подъездсем газ сирпĕн-нипе ишĕлнĕ, çынсем вилнĕ. Пирĕн районта та пушарсем çуллен пулаççĕ. Çавăнпа питĕ асăрхануллă, сыхлануллă пулмалла. Кашнин хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурăнмалла.

Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин кăçал тухнă инкексене тишкернĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе тĕплĕн паллаштарнă.

Газ участокĕн начальникĕ Дмитрий Сидоров çуртри тата хваттерти газ оборудованийĕ-семпе усă курнă чухне асăрхануллă пулмалли пирки чарăнса тăнă.

Интернетпа, телефонпа, банк карттисемпе усă курса Чăваш Енре пурăнакансене улталасси вăй илсех пыни пирки те сăмах хускатнă Пĕрлехи информаци кунĕнче.

Ултавçăсем телефонпа шăнкăравласа хăйсен серепине çаклатаççĕ хăш-пĕр çынсене. Хăйсене банкра ĕçлекен пек кăтартаççĕ, банк карттин реквизичĕсене ыйтса илеççĕ, вара укçине çаратаççĕ. Çакăн пек преступленисене республикăра темиçе те регистрациленĕ, палăрманнисем те пулма пултараççĕ. Çавăнпа палламан çынсем хăйсене банк ĕçченĕ тесе пĕлтерсен, харпăр хăй даннăйĕсене пĕлтерме ан васкăр, тимлĕ пулăр. «Хĕрÿ линин» номерĕпе е ытти шанчăклă номерсемпе банка шăнкăравласа пăхăр.

Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Валерий Чайкин Тĕмер ял тăрăхĕн активĕпе, шкулта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, ыйтусем çине хуравланă, тĕп темăсене хускатнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, строительство, çул-йĕр-пе коммуналлă хуçалăхсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова, «Чăвашçăкăрпродукт АУО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ, «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи шкул коллективĕпе калаçу йĕркеленĕ. «Газпром-газораспределение Чебоксары» общество филиалĕн ертÿçи Дмитрий Сидоров та хутшăннă унта.

Ялсемпе хула тăрăхĕсенче йĕр-келĕхе пăсассинчен пăрăнса иртме хистекен профилактика ĕçĕсене пурнăçлакан Канашсем те пур халь. Ку пĕрлĕхсем ашшĕ-амăшне право пĕлÿлĕхне аталантарма, правилăсемпе законсене çирĕп пăхăнма хăнăхтараççĕ. Çамрăксемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕрлĕ профилактика ĕçĕсене пĕлсе йĕркелемелле, тенĕ.

Ял тăрăхĕсенчи профилактика Канашĕсене организаци ертÿçисем, депутатсем, старостăсем, обществăлла организацисен членĕсем, прокурор кĕреççĕ. Вĕсем плансемпе йĕркелесе пыраççĕ хăйсен ĕçĕсене. Калăпăр, социаллă хăрушлăхлă лару-тăрури çемьесем епле пурăннипе кăсăкланаççĕ, ачасене лайăх воспитани парас, киревсĕр йăласенчен сыхлас, çамрăксене çитĕнме хăрушсăр условисем йĕркелес ыйтусемпе калаçаççĕ аслисемпе тĕрĕслевçĕсем. Юлашкинчен рейда пĕтĕмлетсе актсем çыраççĕ, ларусем ирттереççĕ. Пирĕн районта 10 профилактика Канашĕ ĕçлет, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ.

Тушкил, Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕсенче профилактика ĕçĕсен Канашĕсен ларăвĕ иртнĕ асăннă кун.

Çавăн пекех çакнашкал мероприятие Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта та йĕркеленĕ. Районти ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те пулнă унта. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, «Чăваш наци музейĕ» учреждени директорĕ Ирина Меньшикова та хутшăннă анлă ларăва. Район прокурорне Александр Данилова, Тăвайри тĕп больницăн тĕп врачне Татьяна Игнатьевана, надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникне Дмитрий Кузьмина, Енĕш Нăрвашри ял тăрăхĕн пуçлăхне Роман Егорова тимлĕ итленĕ.

Информушкăн ертÿçи Марина Загребаева районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика