АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ФАП - ял çыннисен савăнăçĕ

22 ноября 2019 г.

Çĕнĕ ФАП - ял çыннисен савăнăçĕ

Районта нумаях пулмасть икĕ çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Вĕсенчен пĕри - Ураскассинче. Фельдшерпа акушер пункчĕ унччен те пулнă-ха. Анчах унта шыв та кĕместчĕ, газ та çукчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăрах Светлана Горностаева фельдшерица ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтеретчĕ.

Светлана Николаевна хăй Ураскассинченех. Çĕнçырма ялне качча тухнă. Мăшăрĕпе (шел, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ) хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, яваплă çĕрте ĕçлеççĕ.

Светлана Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăхах таврăннă. Кун-çулне сывлăх сыхлавĕ-пе çыхăнтарнăранпа 34 çул çитрĕ. Вĕсенчен 24 çулне Тăвайри тĕп больницăра вăй хунă вăл, 10 çулне вара - Ураскассинчи ФАПра.

-Чăнах та, халĕ условисем лайăх кунта. Çутă, ăшă, кабинетсем ирĕк. Ĕçленĕçем ĕçлес килет. Çынсем те ытларах килме пуçларĕç. Канаш ыйтма та, тĕрлĕ процедурăсем тутарма та çÿреççĕ,- кăмăллăн пĕлтерет ялти фельдшерица.

Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çынсен пурнăç тăршшĕн виçине çирĕппĕн ÿстерсе пырса ăна 2024 çул тĕлне 78 çула çитересси пирки каланă.

Паллах, пурнăç тăршшĕ пысăкланни ытларах чухне пахалăхлă медицина пулăшăвне пурăнакан вырăн хутлăхĕн-чех илме май пулнинчен килет, тенĕ. Пирĕн ялти фельдшерица та çакăншăн чун-чĕререн тимленине палăртмалла. Ватăсемпе тухса çÿреймен сусăр çынсем уйрăмах кĕтеççĕ ăна. Вăл вĕсем патне час-часах килĕсене кайса сывлăхĕпе интересленсех тăрать.

Ял çыннисем хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тăвакан, тÿрĕ те ăшă кăмăллă хĕрарăма тивĕçлипех хисеплеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика