АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пируса çăвара ан хыпăр

22 ноября 2019 г.

Пирус туртма килĕшменнисен кунне чÿк уйăхĕн виççĕмĕш кĕçнерникунĕнче паллă тăваççĕ.

Тĕпчевçĕсем асăннă киревсĕр йăлана çул çитменнисем хăвăртрах хăнăхнине палăртаççĕ. Аслă пирусçăсенчен ытларахăшĕ хăйсем сывлăша сĕрĕмлеме 19 çула çитичченех пуçăнни пирки пĕлтерет. Ача чухнех пируса çăвара хыпса пăхнисем те пур. Туртакансене вăл хăйне евĕрлĕ ÿсĕрнинченех пĕлме пулать. Пирус тĕтĕмĕнче тĕрлĕ химилле тата сиен кÿрекен ытти япаласем нумай, вĕсем ÿпкене кăтăклантараççĕ, çын çавăнпа ÿсĕрет тăтăшах.

Наркăмăшлă тĕтĕм чĕре чирĕсене те аталантарать. Юн пусăмĕ, холестерин ÿсет, диабет чирĕ пуçланать тата ытти те.

Çие юлнă хĕрарăмсем те пируса çăвара хыпаççĕ пулсан, çитĕнекен ачине те сиенлеççĕ. Кăкăр ĕмĕртекенсем туртсан вара сĕт урлă наркăмăшлă япаласем лекеççĕ ача организмне.

Çулсерен пирус туртман 3500 çын сывлăшри тĕтĕме пула ÿпке ракĕпе вилет, пассивлă туртакансем çулталăкра 46000 çын чĕре чирĕпе çут тĕнчепе сывпуллашаççĕ.

Кальянпа вейп, электронлă сигарет туртакансем те организма хавшатаççĕ. Кальян тĕтĕмĕнче те никотин, сăмала, углерод окиçĕ тата ытти наркăмăшлă япаласем нумай.

Электронлă сигаретсем те сывлăха сиенлеççĕ. Туртма пăрахас ĕмĕтлисем усă кураççĕ вĕсемпе, тесе шухăшлакансем пур. Анчах ку сиенсĕр тесе çирĕплетни тĕрĕс мар. Иртнĕ çул электронлă сигаретсемпе усă курассине чарас тĕллевпе республикăра закон йышăннă, ăна сутма чарнă.

Пирус туртма пăрахнă çын хăйне лайăхрах туйма пуçлать. Ÿт тĕсĕ, шăршă пĕлесси аванланать, сывлăш пÿлĕнесси чакать. Пирус тĕтĕмĕнчи наркăмăшсемпе кĕрешсе вăй-хал пĕтермест.

Енчен те хăвăр тĕллĕн пирус туртма пăрахаймастăр пулсан, врач-наркологсемпе канашламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика