АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ çĕршыв артисчĕсем килĕç

15 ноября 2019 г.

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йышăнĕ. Вăл раштавăн 1-мĕшĕчченех пырĕ.

Фестиваль программи пуян. Вăл çĕнĕ спектакльпе - «Царская невеста» оперăпа - уçăлĕ. Ăна РФ Культура министерствин гранчĕпе Йошкар-Ола режиссерĕ Сергей Шепелев лартнă, дирижерĕ - Дмитрий Банаев. Оперăна Н.А.Римский-Корсаков композитор çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш кунхине сцена çине Чăваш театрĕн артисчĕсем тухĕç, иккĕмĕш кунхине çак спектакльте Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕнчи Венера Протасова, Пысăк театрти Александр Касьянов, Мариинка театрĕнчи Евгений Чернядьев тата Китайран килнĕ Лю Иньлун юрлĕç. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче куракансем Михаил Мусоргскин «Борис Годунов» оперипе киленме пултарĕç. Унта тĕп арисене РФ тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимр Кудашевпа Вячеслав Почапский (Мускав) шăрантарĕç. Тепĕр виçĕ кунран Раççей халăх артистне Дмитрий Хворостовские асăнса концерт (дирижерĕ - РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Нестерова) иртĕ. Унта Саратовпа Ĕпхÿрен, Италипе Болгарирен тата Австрирен килнĕ артистсем хутшăнĕç. Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кăнтăр Африкăран килнĕ тенорсен концерчĕ пулĕ. Вĕсем сцена çине тĕрлĕ халăх юррисемпе тухĕç. Кăнтăр Африка Республикипе Лесото артисчĕсем вырăсла та, чăвашла та юрлĕç. Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа вĕçленĕ.

Чăваш Ене Мускавпа Санкт-Петербургри музыка тĕпчевçисемпе критиксем те килĕç. Опера ăстисем кăçал районсенче те концертсем лартĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика