АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркесĕрлĕх пулмалла мар

15 ноября 2019 г.

Чăваш Енри Росреестр управленийĕн патшалăх çĕр инспекторĕсем Тăвай районĕн территорийĕнче 2019 çулхи тăхăр уйăхра çĕр законодательствине пăхăнассипе 157 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă 75 тĕслĕхе асăрханă.

Çĕр законодательствине пăснисенчен çĕрф участокĕсене харпăр хăй ирĕккĕн ярса илсе усă курни тĕп вырăнта тăрать. Тĕслĕхрен, Тăвай районĕнче гаражсем, хуралтăсем вырнаçтарма, хушма хуçалăха пысăклатма çĕре хăй ирĕккĕн ярса илесси анлă сарăлнă. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче йĕркене пăснă 8 çынна пĕтĕмпе 60 пин тенкĕлĕх административлă яваплăх тыттарнă, 50 пин тенкине харпăр хăй ирĕккĕн тÿленĕ.

Асăннă тапхăрта 10 административлă тишкерÿ тунă, вĕсен результачĕсем тăрăх планпа пăхман тĕрĕслевсем ирттернĕ. 9 тĕслĕх-ре йĕркене пăснисем çирĕпленнĕ. Административлă тишкерÿсене час-часах çĕр законодательствине пăснă тĕслĕхсене кăтартса çырнă жалобăсем тăрăх ирттернĕ.

Çĕрпе мĕнле усă курнине вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем те тĕрĕслеме пултараççĕ. Хăйсен тĕрĕслев результачĕсене вĕсем Росреестра тивĕçлĕ йышăнусем тума ярса параççĕ. Кăçал, сăмахран, Тăвай районĕнчи муниципаллă çĕр тĕрĕслевĕн органĕсенчен 4 материал пырса кĕнĕ.

Çĕр контролĕн мероприятийĕсем юридически сăпатсемпе граждансене çĕр участокĕсен прависене тивĕçлĕ йĕркепе туса çитерме, чикĕсене палăртма, харпăр хăй тĕллĕн йышăннă территорисене тавăрса пама, çĕрсемпе тĕрĕс тем тухăçлă усă курма пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика