АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕшĕн хĕпĕртенĕ

15 ноября 2019 г.

Патшалăх пулăшăвĕшĕн хĕпĕртенĕ

«Çынна, унăн нушисем çине тимлĕх уйăрасси, пурăнма лайăх майсем туса парасси - аталаннă обществăн тĕп тĕллевĕ»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Телейлĕ, нумай ачаллă çемьепе паллашас ĕмĕт хальхинче Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнче йăва çавăрнă Эльза Валерьевнапа Артем Владимирович Степановсем патне илсе çитерчĕ.

Чипер, хаваслă пит-куçлă, çамрăк хĕрарăм уçрĕ алăка. Çичĕ çулсенчи арçын ачапа хĕрачасем те тепĕр пÿлĕмрен чупса тухрĕç кĕçех. Халиччен курман çынна кăсăкланса сăнарĕç. Эпĕ мĕнле тĕллевпе çÿренине пĕлсен пирĕн калаçу «сукмакĕ» малалла хăвăртах тăсăлчĕ.

-Йĕкĕрешсем еплерех пĕрешкел, мĕнле уйăратăр вĕсене. Пĕчĕкскерсен кăмăлне юрама йывăр пулĕ?-кăсăклантăм хĕрачасене тинкерсе.

-Йывăр мар, икĕ хут ытларах хавхалантараççĕ, вăй параççĕ чиперккесем,-илтĕнсе кайрĕ хыçра арçын сасси. Çемье пуçĕ иккен, ĕçрен килнĕ пулин те канмасть, хваттерĕнче хăтлăх тăвас енĕпе тĕрмешет пушă вăхăтра. Артем Владимирович Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Дипломлă пулсан тăван ялти «Акконд-агро фирма» обществăра сĕт-çу продукцийĕн менеджерĕнче ĕçлеме тытăннă, халĕ - автомеханика паркĕн начальникĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Эльза Валерьевна Канаш районĕнчен, Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă, çĕршывăн тĕп хулинчи магазин ĕçне йĕркелесе пынă. Ăста алăллă амăшĕ те иккен вăл, хĕрачасен çÿçĕсене капăрлатмалли япаласем ăсталать.

-Тăвайпа Малти Тукай ялĕсем хушшинче туслăх кĕперĕ хывăнсан, 2008 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çемье чăмăртарăмăр,- шухăшне пĕлтерчĕ çамрăк мăшăр.

Виçĕ ача çитĕнет Степановсен. Аслине Игорь ят панă, кăçал пуçласа парта хушшине ларнă. Лидия Васильевна Ильина учительница пулăшнипе хăвăрт хăнăхса пырать иккен пĕлÿ тĕнчине, шкула хаваспах çÿренине пĕлтерчĕç.

Икĕ çулхи Элинăпа Полина район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденине çÿреççĕ. Амăшĕ хăйсене илме пырсан тапăртатса чупса тухаççĕ те йĕкĕрешсем пĕр харăс, хĕпĕртесе ытама илет вĕсене амăшĕ.

«Ял территорийĕсене аталантарни» программăн «Агропромышленность комплексне çирĕплетмелли условисемпе тивĕçтерни» çум программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли вырăн илме пулăшрĕ пире патшалăх. Хваттер илнĕ суммăна парса татма май тупрăмăр çапла. Амăшĕн капиталĕпе усă курман-ха. Нумай ачаллă çемьен удостоверенийĕпе Шупашкарти зоопарка тÿлевсĕр кĕрсе курнăччĕ. Республика, район ертÿçисене тавах, çамрăк çемьесене пулăшнăшăн»,- терĕ Эльза Валерьевна çывăхри Элинăпа Полинăна пуçĕсенчен лăпкаса илсе.

Асламăшĕпе аслашшĕ, Тăвайра пурăнакан Нина Тимофеевнапа Владимир Николаевич Степановсем, питĕ юратаççĕ мăнукĕ-сене, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе интересленсех тăраççĕ. 96 çула çитекен амăшĕн, Екатерина Ивановна Павлова ватлăхĕн канлĕхĕшĕн тимлеме те ĕлкĕрет хĕрарăм. Сăмах май, Эльза Валерьевнан ашшĕн амăшĕ те пурăнать, Нина Лаврентьевна Игнатьева тесе хисеплеççĕ ăна, 1930 çулхи. Нина Семеновнапа Валерий Алексеевич пăхаççĕ кинемее.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика