АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейлă туйсене уявларĕç

15 ноября 2019 г.

Юбилейлă туйсене уявларĕç

Пирĕн республикăра «Çемьене упрар» наци проектне пурнăçа кĕртессипе нумай ĕç тăваççĕ. Çак кунсенче çемье пурнăçĕн юбилярĕсене Тăвай енре чысларĕç.

ЗАГС уйрăмĕн залне ылтăн туйне уявланисем - Николай Андреевичпа Галина Петровна Платоновсем (Нÿшкасси), изумруд юбилярсем - Иван Ивановичпа Валентина Ивановна Ивановсем (Улянкă) тата Василий Ивановичпа Елизавета Петровна Хвостовсем (Тĕмер) пухăнчĕç.

Тăвайри вăтам шкулта 9 «а» класра пĕлÿ пухакансем Л.Терентьева вĕрентекенпе пĕрле пулчĕç уявра, çемье воспитанийĕн азбукине вĕренчĕç.

«Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова саламларĕ асăннă мăшăрсене паллă туйĕсемпе, район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Ванеркен ăшă сăмахĕсене те çитерчĕ вĕсем патне, чечек çыххисемпе асăнмалăх парнесем пачĕ.

Программăна ертсе пыракан, ЗАГС пайĕн начальникĕ Валентина Новикова çемьене нумай çул упрама пултарни хисепе тивĕçлине палăртрĕ, Платоновсемпе Ивановсене тата Хвостовсене юбилейлă туйсен кĕнеки çине алă пустарчĕ. Мăнукĕсене, ачисене, тăванĕсене шанчăк кÿрекен çемьеллисем хăйсен юратăвне çывăх çыннисем умĕнче чуптуса çирĕплетрĕç, унтан хăнасем умĕнче вальс çаврăнчĕç.

Çулсем витĕр чăрмавсăр илсе тухнă юрату туйăмĕ Нÿшкассинчи Платоновсене аллă çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма пулăшнă. Николай Андреевичăн ĕç стажĕ - 45 çул ытла. Ялти клубра, Элпуçĕнчи шкулта, совхозри партком секретарĕнче, тăван ялти пуçламăш классен шкулĕн заведующийĕнче тăрăшнă харсăр арçын. Галина Петровна Канашри медицина училищинче библиотекарьте, Элпуçĕнчи совхозра кадрсен пайĕнче, ялти клубра вăй хунă. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлĕ пулнă. Ултă ачине те аслă пĕлÿ пама пулăшнă мăшăр, 7 мăнук халь Платоновсен.

Улянкăри Иван Ивановичăн та ĕç стажĕ 45 çултан иртнĕ. 35 çулне юсавпа техника предприятийĕнче инженерта ĕçленĕ. Валентина Ивановна 33 çул ытла «Луч» хуçалăхра счетоводра тăрăшнă. Икĕ хĕрпе икĕ ывăлĕ тивĕçлĕ пĕлÿ илсе çемьеленнĕ вĕсен. Вунă мăнукпа вĕсен икĕ ачи савăнтараççĕ халь Ивановсене.

«Кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле»,-тесе вĕрентнĕ хăйсен икĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрне Хвостовсем. Ăста алăллă Василий Иванович вăрман каснă çĕрте, трактористра, водительре, строительре, газ хуçалăхĕнче ырă тĕслĕх кăтартнă. Унăн ĕç стажĕ - 43 çул. Елизавета Петровна 17 çул колхозра, фермăра тăрăшнă. Пенсие тухиччен 20 çул ытла çынсене хаçат-журнал валеçнĕ. Нумай çул çемйине упрама пултарнă мăшăрăн халь 11 мăнук, вĕсен пĕр ачи пур.

Çемьерен пысăк пĕлтерĕшлĕреххи, хаклăраххи çук. Çитĕнекен ăрăва çакна асра тытма сĕнетпĕр, нумай çул пĕрле пурăнма пултарнисене тав тăватпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика