АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну турнирĕ

15 ноября 2019 г.

Енĕш Нăрвашри спортзалта çак шкулта ĕçленĕ, спортра палăрнă учительсене - Артем Егорова (вăл биатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă, районти тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерÿçĕ пулнă), Вячеслав Заплаткина (Ленин ячĕллĕ колхоз командишĕн футболла выляса чемпион ятне çĕнсе илнĕ), Константин Петрова («Красная Чувашия» колхоз командишĕн 1973, 1974 çулсенче район чемпионĕ ята тивĕçнĕ) асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртусене пурĕ 9 команда хутшăннă: Элпуçĕнчи, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Тушкилти, Йăнтăрчăри, Тăвайри, Тăрмăшри, Чутейри, Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи учительсен тата районти вĕренÿ пайĕн командисем. Вăйăсем çивĕч иртнĕ. Асăннă турнирта пĕрремĕш вырăна вĕренÿ пайĕн волейболисчĕсем çĕнсе илнĕ, II – II-мĕш вырăнсене Çĕнĕ Пуянкассинчи тата Тăвайри учительсем йышăннă. Çĕнтерÿçĕ командăна куçса çÿрекен ятарлă кубокпа, çавăн пекех малти виçĕ вырăна тухнисене грамотăсем парса хавхалантарнă.

Асăну ăмăртăвĕсене хутшăннă командăсене «Энциклопедия села Яншихово-Норваши» кĕнеке парнеленĕ. Асăннă кĕнекере А.Егоров, В.Заплаткин, К.Петров пирки тата Енĕш Нăрваш учителĕсем çинчен те нумай вуласа пĕлме пулать. Турнирпа вылякансем те, куракансем те кăмăллă юлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика