АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçса çÿрекен кубок - «Янтиковăра»

15 ноября 2019 г.

Куçса çÿрекен кубок - «Янтиковăра»

Ветерансем хушшинче мини-футболла выляса куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ. «Аль» ФСКра «Алдиарово», «Буяново», «Тюмерево», «Янтиково» командăсем вăй виçнĕ.

Малтанхи матчра «Алдиаровăпа» «Буяново» командăсем тĕл пулнă, Пуянкассинчи спорт ветеранĕсем ку тĕл пулăва 6:0 шутпа выляса илнĕ. Тепĕр вăйăра «Янтиково» футболисчĕсем «Тюмерево» командăна 6:3 шутпа парăнтарнă. Çухату тÿснĕ «Алдиарово» тата «Тюмерево» командăсем хушшинчи вăйă 0:9 шутпа вĕçленнĕ. Çĕнтерÿпе хавхаланнă Тĕмер спортсменĕсем Пуянкассисене 5:0, Тăвайсем Элпуçсене 4:1 шутпа çĕнтернĕ.

Çапла вара пĕтĕмĕшле итогсем тăрăх, «Янтиково» команда турнир чемпионĕ пулса тăнă, куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ. «Тюмерево» тата «Буяново» командăсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çакăн пек ăмăртусем халăх хушшинче футбол вăййине анлăрах сарма витĕм кÿнине палăртнă райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Олег Ломоносов турнир участникĕсене саламланă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика