АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăх индексне пĕтĕмлетнĕ

08 ноября 2019 г.

Раççей Минстройĕ çĕршыври хуласенчи условисен пахалăх индексне палăртнă. Çак тĕллевпе Раççейри 1114 хулана пахаланă. Индекса йĕркеленĕ чухне пурăнмалли çурт-йĕрпе вĕсен таврашне, урамсенчи çул-йĕр пахалăхне, тавралăха симĕслентернине, обществăпа ĕç инфраструктурине тата ун çумĕнчи хутлăха, пурнăçпа кану инфраструктурине, пĕтĕмĕшле хула тавралăхне тĕпе хунă.

Чăваш Республикинчи хуласем вăтамран 179 балл пухнă, çакă вăл Атăлçи федераци округĕнчи субъектсен вăтам хаклăхĕнчен 16 пункт ытларах пулса тухнă. Хуласем чи пысăк 360 балл пухма пултарнă. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе Шупашкар хули лидер пулса тăнă, 205 балл пухнă. Ун хыççăн - Канаш хули (201 балл), Етĕрне (193), Улатăр (183) тата Çĕнĕ Шупашкар (180 балл).

Чăваш Ен 3 категорири - пысăк, вăтам тата пĕчĕк хуласемпе Атăлçи федераци округĕнче малта пырать. 9 хуларан 5-нче республикăри халăхăн 58 проценчĕ е 707,6 пин çын пурăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика