АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри уявра

08 ноября 2019 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче республика «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕ. Уй-хирпе ферма ĕçченĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене, тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Уяв программи пуç-ланиччен маларах республика Пуçлăхĕ дегустаци куравĕпе паллашнă, унта «Чăвашпотребсоюз», «АККОНД», «Шупашкарти аш-какай комбиначĕ», «Муркаш çăмарти», «Етĕрнесĕт», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Çăкăр» УАО тата ыттисем хăйсен продукцине тăратнă. Чăваш эстрадин артисчĕсем юрри-ташшипе савăнтарнă.

Ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕтĕмлетнĕ. Вăл çакна палăртнă: Атăлçи федераци округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен кашни 100 гектар пуçне шутласа Атăлçи тăрăхĕн-че çĕрулми туса илессипе 1-мĕш (Раççейре - 5-мĕш) вырăн, пахчаçимĕçпе тата сĕтпе 2-мĕш, тырăпа тата аш-какайпа 3-мĕш вырăн йышăнать. Республикăра юлашки 22 çул хушшинче кăçалхи чухлĕ тырпул çитĕнтереймен. Ăна 700 пин тонна ытла е кашни гектартан 27 центнер ытла пухса кĕртнĕ. Пĕтĕм ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин калăпăшĕпе вара Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче 3-мĕш тата Раççейри 85 регион хушшинче 22-мĕш вырăнта.

Ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿ-семпе çĕрулми, пахчаçимĕç туса илекенсем тата хăмлаçăсем мухтанма пултараççĕ. Республикăра 180 тоннăна яхăн «симĕс ылтăн» пухса кĕртнĕ. Хăмла плантацийĕсем çулсерен хушăнса пыраççĕ. Хăмла техники туянакансен, çĕнĕ плантаци йĕркелекенсен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма майсем пур. Çапла вара хăмла отраслĕ вăй илет тесе шанма пулать.

Ял хуçалăх аталанăвĕнчи лайăх динамикăна хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пысăка хурса хакланă.

«Чăваш Енри ял ĕçченĕсене чыслама вăхăт çитрĕ. Тайма пуçăм сире, хисеплĕ аграрисем! Эсир ĕçлеме пĕлетĕр! Эпир сирĕнпе Раççей Федерацийĕн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хурассипе тата нумай тăвăпăр»,-тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Вăл агропромышленноç ĕçченĕсемпе курса калаçни хăйне вăй-хал панине каланă. Мĕншĕн тесен çĕрпе ĕçлекенсен чун-чĕри те, шухăш-кăмăлĕ те таса. Михаил Игнатьев Чăваш Ен аграрийĕсем çывăх çулсенче хăйсен продукцине чикĕ тулашне ытларах сутма тытăнассине шанса тăнине пĕлтернĕ. Халех ĕнтĕ республикăри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем тĕнчери 31 çĕршыва хăйсен продукцине тăратаççĕ. 9 уйăхра ял хуçалăх таварĕсен экспорчĕ 27 процент ÿснĕ.

Кăçалхи тĕллев - продукцие 24 млн. АПШ долларĕлĕх экспорта ярасси. 2024 çулта çак кăтартăва 46 млн. доллара çитерме палăртнă. Ют çĕршывсене сĕт сутма тытăнасси те инçе мар. Хуçалăхсем хăйсен таварĕсене пайталлă вырнаçтарма вĕренсе пыраççĕ.

Республика Пуçлăхĕ ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли çĕнĕ патшалăх программин никĕсĕ çинче 2020 çултан пурнăçа кĕртме тытăнакан «Ял ипотеки» (3 проц.) проект пирки те каласа панă. Муниципаллă йĕркеленÿсен пуçлăхĕсене çакăн валли комплекслă вырнаçуллă çурт-йĕр вырăнĕсен лаптăкĕсене палăртса хатĕрлеме хушнă.

2019 çулта патшалăх пулăшăвĕ 2 млрд та 400 млн. ытла тенкĕпе танлашать, çулталăк вĕçлениччен пĕтĕм укçа-тенке куçарса парĕç.

Программăсем пурте сыхланса юлнă, 2020 çулта çĕннисем те пулĕç.

2019 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» конкурсра вăтăрăн çĕнтернĕ. Кăçал «Агростартап» çĕнĕ программа ĕçлеме тытăннă. 24-ăн фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕçе тытăнма грантлă пулнă. 10 фермера çемье фермисем йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса парса пулăшнă. Сăмах майăн каласан, пирĕн районти хăш-пĕр фермерсем те пулăшăва тивĕçрĕç. Республикăри 3 ял хуçалăх кооперативĕ те грантлă пулнă, материалпа техника пурлăхне çирĕплетме патшалăх пулăшăвне илнĕ.

Хальлĕхе республикăра 34 пин гектар усă курман çĕр. Вĕсем, тĕпрен илсен, пĕчĕк-пĕчĕк лаптăксем. Асăннă программăсем вĕсене çаврăнăша кĕртме пулăшасса шанаççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри пĕтĕм продукцин 10 процентне фермерсем туса илеççĕ, вунă çул каялла вара 2 процент кăна пулнă.

Агропромышленноç ĕçченĕсен уявĕнче экономика çĕнтерÿçисене наградăсем парса хакланă. Çак пысăк чыса пирĕн Тăвай районĕ те, Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ те, уйрăм ĕçченĕсенчен Раççей ял хуçалăх Министерствин Хисеп грамотине «Акконд-агро фирма» АО тĕп агрономĕ Анатолий Николаевич Михайлов та тивĕçнĕ.

Пирĕн районтан пурĕ 110-н хутшăннă республикăри уява. Вĕсен шутĕнче - производствăра малта пыракансем Андриан Александров комбайнерпа Наталья Ерастова доярка (иккĕшĕ те «Акконд-агро фирма» АОран) тата Николай Богачев механизатор (В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнчен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика