АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифра эфирĕнче пулĕ

08 ноября 2019 г.

Раççейри обществăлла телевидени регионри телеканалсен программисем валли эфирта пĕр кунта пилĕк сехет уйăрать. Пирĕн регионри хыпарлав икĕ сехет пырать. Чăваш Енри Наци телевиденийĕн передачисене ирхине - 6-7, каçхине 18-19 сехетсенче паллаштараççĕ. «Раççейри обществăлла телевиденин эфирне республикăри пысăк ялсенче хатĕрленĕ репортажсемпе сюжетсене кăна мар, аякри пĕчĕк саласенче ÿкернĕ калаçусем те, ялта ĕçлекен çынсемпе йĕркеленĕ интервьюсем те вырнаçтарĕç. Тĕп тĕллев - наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май çынсен пурнăçĕ лайăхланнине кăтартасси»,-тет Чăваш Енри Наци телерадиокомпани директорĕ Вадим Ефимов.

Кăçал Раççей телевиденийĕ цифра эфирне куçрĕ. Проект пулăшнипе çĕршыв территорийĕнче абонент тÿлевĕсĕр пысăк пахалăхлă 20 телеканал пăхма пулать. Чăваш Енре телевиденин цифра эфирĕн сигналĕпе халăхăн 99,1 проценчĕ усă курать. «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсенче паллашма пулать регионри тематикăпа.

Пирĕн республикăра 21-мĕш кнопкăна Чăваш Енри Наци телевиденине кăтартма çирĕплетнĕ, халĕ вăл цифра эфирĕнче те пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика