АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă юбилейпе саламланă

08 ноября 2019 г.

Сумлă юбилейпе саламланă

Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Тĕмерти тепĕр тыл ĕçченне Матрена Дмитриевнана 95 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне çитернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ярхунова ĕç ветеранне лайăх кăмăл-туйăм, 100 çултан та иртиччен пурăнма çирĕп сывлăх суннă, асăнмалăх парне панă.

Çăмăлах килмен çав вăхăтри хĕрарăмсен пурнăçĕ. Матрена аппа та вăрçă нушине чăтса ирттернĕ, ялти вăйпитти çынсемпе çĕнтерĕве çывхартма ырми-канми тăрăшнă. Ун хыççăн вара юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă.

Матрена Дмитриева хăйĕн пурнăçне лаша пăхассипе çыхăнтарнă тесен йăнăш пулмĕ. Канаша лавпа тырă турттарнă, хуçалăх ĕçченĕсене, уйри механизаторсене çăмăлтарах пултăр тесе пичкепе шыв, топливо илсе пырса панă. Ялти участок больницине конюха вырнаçса нумай çул ĕçленĕ. Çав çулсенче сывлăх сыхлавĕнче ĕçленĕ çынсем паян кунчченех ветерана ырăпа аса илеççĕ. Хастарлăхне хакланăран чылай наградăна тивĕçнĕ вăл.

Хальхи вăхăтра Матрена Дмитриевна Георгий ывăлĕн çемйипе пурăнать. Мăнукĕсемпе савăнать, вĕсем вара унăн чи кĕçĕннисене шутласан вунна çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика