АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче

08 ноября 2019 г.

Республика тÿремĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă митинг-концерта Шупашкарта пурăнакан 5 пин ытла çын хутшăннă.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакансене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ-пе саламланине, сцена çинчен пухăннă ентешĕмĕрсене, килсе çитнĕ хăнасене вуласа панă. Çак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, вăл Тăван çĕршыва юратнине, унăн хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕррине сăнарлать. Шăпах пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне тĕревлени пире яланах тăрăшуллă ĕçре çĕнтерÿ тума пулăшнине палăртнă, хамăрăн çĕршывпа мăнаçланни, патриотизм, тĕрĕслĕх идеалĕсене, ырăпа тăнăçлăха тÿрĕ кăмăлпа хÿтĕлени пире паян та пĕрле пулма витĕм кÿрсе пынине асăннă салам йĕркисенче.

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Тĕрлĕ парти представителĕсем, яваплă çынсем хутшăннă унта.

«Эпир Чăваш Енре, Раççейре юратура, тăнăçлăхра, туслăхра пурăнма тăрăшатпăр. Çапла пулни шăпах пурсăмăра та килĕшет. Тăнăçлăх аталанса пыракан регионта пурăнасси пысăк хисеп. Вăл вара чи пахи. Пĕрлехи пархатарлă ĕçе пула пирĕн республика илемленсе пырать, унăн экономика хăвачĕ çирĕпленет, социаллă сфера аталанать, пурнăç пахалăхĕпе шайĕ пысăкланаççĕ»-тенĕ М.Игнатьев.

Шупашкарти Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ наци культурин пĕрлешĕвĕсемпе тĕн организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă республика ертÿçи.

Çав кун регионта 500 ытла мероприяти пулнă, вĕсенче 30 пин ытла çын хутшăннă. Православи тĕнне ĕненекенсем кĕлĕ вуласа утнă, унта 500 çын пулнă.

Районта та Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа культура çурчĕсенче, вулавăшсенче, шкулсенче, ĕç коллективĕсенче мероприятисем чылай йĕркеленĕ. Сăхăтпуçĕнчи клубра ачасемпе Раççей историйĕпе çыхăннă питех те пĕлтерĕшлĕ кунра ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Каç кÿлĕм Тăвайри культура çуртĕнче «Пирĕн вăй - пĕрлĕхре!» ятпа уяв концерчĕ пулнă. Ялсенчи музейсенче уяв умĕнхи кунсенче аслă ăру çыннисемпе тĕлпулусем иртнĕ. Районта спорт ăмăртăвĕсем те йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика