АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер»

08 ноября 2019 г.

Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ ноябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçланса 22-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ - наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешме общественноçа анлăрах явăçтарасси, профилактика ĕçне вăйлатасси, наркотикла хатĕрсене сутакансем çинчен хушма информаци илесси, наркомание ернĕ çынна сиплессипе тата реабилитацилессипе çыхăннă ыйтусемпе консультацисем, квалификациллĕ пулăшу парасси.

Акци вăхăтĕнче «шанăç телефонĕ» ĕçлет, районта пурăнакансем наркотиксем тума чĕртавар хатĕрлекенсем е вĕсене сутса укçа тăвакансем çинчен анонимлă майпа та пĕлтерме пултараççĕ.

Çак телефонсемпе шăнкăравламалла:

2-13-82 - район прокуратури;

2-11-15 - районти полици уйрăм;

2-14-98 - Тăвай районĕн администрацийĕ.

Акципе килĕшÿллĕн çул çитмен тата ытти çамрăксем массăллă пуçтарăнакан вырăнсенче право йĕркине пăсасран асăрхаттарма тĕрĕслевсем ирттерме палăртнă.



Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика