АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Творчество ĕçĕ малалла тăсăлать

08 ноября 2019 г.

Творчество ĕçĕ малалла тăсăлать

Тăвайри краеведени халăх музейĕнче Чăваш Ен художникĕсен Канашĕн членĕн Владимир Разинăн куравĕ икĕ уйăх ĕçлерĕ. Ăна уçнă чухне çын нумай пухăннăччĕ. Художникăн живопиçпе графика ĕçĕсемпе 300 ытла çын паллашнă.

-Раççей историйĕнчи XX ĕмĕр вĕçĕпе 21 ĕмĕр пуçламăшĕнче пулнă улшăну самантĕнчи художник-педагогсен йышне кĕрет Владимир Ильич Разин. Социализмла реализм принципĕсемпе пуçланă та хăйĕн творчество çулне паянхи кунччен ÿкернĕ ĕçĕсенче гражданлăхпа халăхлăха палăртать,-тесе çырать паллă таврапĕлÿçĕ Эдуард Ушаков.

Художникăн ĕçне РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе хакланă ăна, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă.

Курава хупнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ, Канашри педучилищĕре пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Валерий Чайкин сăмах тухса каланă. «Хăйĕн пĕчĕк çĕршывĕн, тăван ялĕн чăн-чăн патриочĕ пулса тăрать Владимир Ильич. Тăвайсем унăн çĕнĕ ĕçĕсене пĕрре кăна мар курса савăнĕç-ха»,-тесе калаçăвне тăснă Валерий Васильевич. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Тавне панă художника.

Тăвайри краеведени халăх музейĕн директорĕ Владимир Федоров курав çÿллĕ шайра иртнине палăртнă. Музее курма пынисем ăшă сăмахсемпе саламсем чылай çырса хăварнине асăннă вăл, Тав çырăвĕсем панă.

Районти вăрçă, ĕç тата йĕркелĕх хуралĕн ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Римма Гурина художникăн амăшĕпе, вăрçă участникĕпе, Клавдия Алексеевна Разинапа тĕл пулни пирки каласа кăтартнă.

Владимир Ильич пурне те тав тунă юлашкинчен. «Ку тĕлпулу юлашки мар, творчество ĕçĕ малалла пырать»,-тенĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика