АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионат ăнăçрĕ

08 ноября 2019 г.

Кĕрхи каникул вăхăтĕнче, ноябрĕн 2-3-мĕшĕсенче, Канашри культура çуртĕнче çамрăк вĕренекенсем хушшинче шашкăлла тата шахматла выляссипе уçă турнир иртрĕ. Турнира Канаш хулипе Тăвай тата Канаш районĕсен вĕренекенĕсем пĕтĕмпе 50 ачана яхăн хутшăнчĕç.

Çамрăк арçын ачасем хушшинче Тăвай шкулĕнче вĕренекен Тимофей Михайлов 1-мĕш вырăна тухрĕ. 2-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Канаш хулин вĕренекенĕсем.

Питĕ шел, Вăтаяль хĕрĕ Софья Иванова турнира хутшăнаймарĕ, вăл юлашки çулсенче ăсталăхне туптасах пынăччĕ, республика чемпионатĕнче 2-мĕш картлашка çине хăпарма пултарнăччĕ.

Тепĕр кунне, ноябрĕн 3-мĕшĕнче, шашкăпа ăмăртассипе тăвайсен уявĕ пулчĕ теме те юрать. Арçын ачасем хушшинче Тăвай каччи Леонид Филиппов 1-мĕш пулчĕ. 2-мĕш вырăнта - Артем Иванов, 3-мĕшĕнче - Тимофей Михайлов.

Хĕрачасем те савăнтарчĕç. Пĕрремĕш вырăнта Валерия Федорова, унăн йăмăкĕ Елизавета виççĕмĕш пулчĕ. Кунта çакă та интереслĕ: Елизавета аппăшĕнчен выляса илчĕ. Иккĕшĕ те питĕ маттурсем. Иккĕмĕш вырăна пĕрремĕш класра вĕренекен Тăвай хĕрачи Елизавета Кольцова çĕнсе илчĕ. Вăл çулĕпе çичче те çитеймен-ха. Анчах епле маттур! Тренировкăсенчи тăхтавсенче те вăхăта пĕртте сая ямасть вăл, вĕçĕм ăсталăхне туптать.

Асăннă призерсемпе чемпионсем пурте Тăвайри ача-пăча центрĕн шашка-шахмат уйрăмне çÿресе хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

Ĕмĕтсем пысăк. Умра - республика турнирĕсем: «Шурă ладья» шахмат тата «Тĕлĕнтермĕш шашка» шашка турнирĕ-сем.

Ăнăçу сунар çамрăк шашистсемпе шахматистсене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика