АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн тухăçлăрах

01 ноября 2019 г.

Паян республикăра ял хуçалăх ĕçченĕн тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявлаççĕ. Республикăри агропромышленноç ĕçченĕсем ăна кăçал чылай сулмаклăрах çитĕнÿ-семпе паллă тăваççĕ. Çакна çĕр ĕçĕнчи кăтартусем те уçăмлă çирĕплетсе параççĕ. Чăваш Енре кăçал тырă, çĕрулми тата пахчаçимĕç тухăçĕ Раççейри вăтам кăтартусенчен пысăкрах. Çапла ку вăхăт тĕлне республикăри хуçалăхсенче 737,4 пин (2018 çулта - 628,2 пин) тонна тырă пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектар пуçне 27,8 (пĕлтĕр - 23,9) центнерпа танлашнă. Çакă вăл Раççейри вăтам тухăçран 0,5 центнер пысăкрах.

Чи пысăк тырă тухăçĕ вара - Вăрнар (гектар пуçне 34,5 центнер), Елчĕк (33,2) тата Йĕпреç (32,5 центнер) районĕсен. Пирĕн районăн вăл - 24 центнер.

Вăрнар тата Красноармейски районĕсенче тĕшĕлĕх кукуруза та 540 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 3,8 пин тонна çапса илнĕ, кашни гектар вăтамран 69,9 центнер тухăç панă.

«Иккĕмĕш çăкăра» 6,3 пин гектар кăларса пухнă, пурĕ 169 пин (2018 çулта - 144,1 пин) тонна çĕрулми кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 269 центнера çитнĕ. Умĕнхи çул вăл 185,1 центнер пулнă. Çав вăхăтрах çĕрулми тухăçĕ канашсен (368,3 центнер), куславккасен (316,5), комсомольскисен (316), вăрнарсен (302,7 центнер) республикăри вăтам кăтартуран чылай сулмаклăрах. Пирĕн районта çĕрулми уйĕн кашни гектарĕ вăтамран 200 центнер тухăç панă. Çак пропашной культурăна пĕтĕмпе 27 гектар лартса çитĕнтернĕ, тĕпрен илсен, Сергей Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕнче.

Раççей Федерацийĕнчипе танлаштарсан, Чăваш Енре çĕрулми гектар пуçне 15,9 центнер тухăçлăрах çитĕннĕ.

Пахчаçимĕç те Раççейринчен 59,3 центнер пысăкрах тухăç панă, кашни гектартан 337,5 (2018 çулта - 249,5) центнер тухнă, 908 гектартан пĕтĕмпе 30,6 пин тонна пухса кĕртнĕ. Куславккасен пахчаçимĕç тухăçĕ 592,2, комсомольскисен 510,9 центнерпа танлашнă. Урăхла каласан, вĕсен кашни гектарĕ чи нумай çимĕç парса савăнтарнă.

Республикăра хăмла та ÿстереççĕ, «симĕс ылтăна» кăçал пĕтĕмпе 177 (пĕлтĕр - 124,1) тонна е кашни гектартан вăтамран 16,9 центнер типĕ хăмла татса пухнă. Унăн лаптăкĕ республикăра пысăклансах пынине палăртмалла. Хăмла туса илессипе пирĕнпе кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнче те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, çĕнĕ плантацисем хываççĕ, ĕçсене механизацилеççĕ.

Выльăх апачĕ туса хатĕрлессипе те кăçал республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, чылай ăнăçлă ĕçленĕ, республикипе пĕр условнăй выльăх пуçне ку вăхăт тĕлне 32 центнер, пирĕн районта 30 центнер апат единици хатĕрлесе хунă, выльăх-чĕр- лĕхе хĕл каçарма начар мар никĕс хывнă. Утă-улăм та, сенаж та, кукуруза силосĕ те, фуражлăх тырă та пур хуçалăхсен.

Куславкка, Муркаш тата Вăрмар районĕсенче 482 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ те авăртса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика