АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв мероприятийĕсем

01 ноября 2019 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Правительство членĕсемпе тата Федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа эрнипех пысăк уявсем ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Чÿк уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче районсемпе хуласенче 500 ытла мероприяти пуласси паллă, тенĕ.

Чăваш патшалăх театрĕсенче те ятарлă куравсемпе спектакльсем йĕркелеççĕ. Тĕп уяв чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре иртет. Шупашкарти Туслăх çуртĕнче «Единая семья народов России» наци культурисен республикăри VI-мĕш фестивалĕ пулать.

Районта та уявăн пысăк пĕлтерĕшне палăртса «Эпир пĕрлĕхпе вăйлă!» чĕнÿпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче ытти çĕрти пекех этнографи диктанчĕ çыраççĕ. Вулавăшсемпе культура çурчĕсенчи истори, информаци сехечĕсемпе уроксем, ăс-тăн вăййисемпе викторинăсем, патриотизм темипе урок-презентацисем, кĕнекесен куравĕсем вăхăтĕнче халăх пĕрлĕхĕн хăватлă вăйне палăртĕç. Пуçламăш классенче халăхсен хушшинчи туслăха палăртакан мероприятисем ăнăçлă иртнĕ. Сочиненисен конкурсĕнче те çав темăнах хускатнă. Уяв кунĕсенче районти музейсенчи экскурсисем çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмне вăйлатма татах та витĕм кÿрĕç. Çак чаплă уяв вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн мăнаçлăхне çирĕплетме, обществăри çураçулăха, килĕшĕве упрама пулăшакан тĕлпулусем йĕркелеççĕ.

Тăвайри культура çуртĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, 16.00 сехетре «Пĕрлĕхре - вăй!» ятпа уяв концерчĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика