АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсене чысларĕç

01 ноября 2019 г.

Ял ĕçченĕсене чысларĕç

Раççейри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне районта юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче уявларĕç. Тăвайри культура çуртĕнче пухăнчĕç.

Сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан район пуçлăхĕ Александр Шакин уявпа саламларĕ, пурне те пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

-Кăçал районти агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем çулталăка ăнăçлă вĕçлеççĕ. Паянхи куна районĕпе 24,3 пин тонна е иртнĕ çулхин 114 проценчĕ чухлĕ тырă пухса кĕртнĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен тухăçĕ ампар виçипе вăтамран 24 (республикăра - 27,8) центнерпа танлашнă.

«Акконд-агро фирма» АОра, «Дружба» ЯХПКра, В.Николаев, С.Михайлов, В.Грачев, А.Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тырă тухăçĕ районти вăтам кăтартуран чылай пысăкрах,- терĕ Владимир Алексеевич. -540 тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ, унăн тухăçĕ пĕр гектар пуçне 200 центнерпа танлашнă. Выльăхсене хĕл каçарма чылай вăй хунă, пĕр условнăй выльăх пуçне 28 центнера яхăн апатединици хатĕрленĕ, фермăсенче витесене юсанă».

«Чăвашçăкăрпродукт» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ, «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев та пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕ-семпе пĕрле савăнма кăмăл тунă. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. «Акконд-агро фирма» обществăн машинăпа ĕне сăвакан операторне Наталья Ерастована – РФ ял хуçалăх Министерствин Тав çырăвĕпе, «Чутеевский» ЯХПКра выльăх пăхакан Людмила Васильевана, «Акконд-агро фирма» общество механизаторне Борис Ильина, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалистне Елена Михайлована, «АККОНДМОЛОКО» тулли мар яваплăхлă обществăн аппаратчицине Елизавета Федорована - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, «Дружба» ЯХПКри машинăпа ĕне сăвакан оператора Наталья Баранована, «Акконд-агро фирма» обществăн операторне Людмила Михайлована, Илларионов хресчен- фермер хуçалăхĕн техник-осеменаторне Наталья Васильевана, Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн машинăпа ĕне сăвакан операторне Алина Юзукована - ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.

«Акконд-агро фирма» обществăпа Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕн коллективĕсене ял хуçалăхĕнчи пысăк кăтартусемшĕн I степеньлĕ Дипломпа, «Дружба» ЯХПКпа Грачев хресчен-фермер хуçалăх ĕçченĕсене II степеньлĕ Дипломпа наградăларĕç.

«Чи лайăх комбайнер - 2019» ята «Акконд-агро фирма» общество ĕçченĕ Андриан Александров тивĕçлĕ пулчĕ. «Тăвай районĕнчи агропромышленность комплексне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн» медале район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем - Юрий Алексеев, Лидия Иванова, Вячеслав Иванов, Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Сергей Илларионов илчĕç.

Раççейри агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне - 2019» куравĕнчи «Чи лайăх хресчен-фермер хуçалăхĕ» номинацире Раççейри çемье фермисем хушшинче Сергей Разинович коллективĕ палăрнă, ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукцийĕн производстви» конкурсра «АККОНДМОЛОКО» тулли мар яваплăхлă обществăн 3 çĕнĕ продукцийĕ ылтăн медальсемпе дипломсене тивĕçнĕ.

Тăвай район администрацийĕн Хисеп грамотине илекенсен списокĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ, пĕрин хыççăн тепри тухрĕ сцена çине. Е.Георгиева, Н.Ерастова, Г.Павлова, В.Иванова, Л.Васильева, А.Гурьева («Акконд-агро фирма»), А.Чернова, Н.Степанова (Илларионов ХФХ), Л.Шуйковапа З.Шашкова (Грачев ХФХ), Н.Баранова, П.Терешина (Дружба» ЯХПК), О.Репейкина («Агрофирма «Кубнинский» ООО) выльăх пăхакансем «Тăвай районĕн чи лайăх ял хуçалăх ĕçченĕ - 2019» ята илчĕç.

А.Александров («Акконд-агро фирма»), Ю.Алексеевпа Д.Белов («Чутеевский»), И.Герасимов («Дружба» ЯХПК), А.Васильев (Илларионов ХФХ) комбайнерсем, Н.Богачевпа С.Константинов (Грачев ХФХ), Б.Ильинпа В.Герасимов («Акконд-агро фирма»), В.Сурский («Дружба»), В.Алексеев (Илларионов ХФХ), П.Канясев (Канясев ХФХ) механизаторсем, В.Ивановпа А.Птичкин («Акконд-агро фирма»), Д.Алексеев (Илларионов ХФХ), В.Куракинпа А.Походкин («Чутеевский» ЯХПК) водительсем те çÿлерех асăннă сума тивĕçлĕ пулчĕç.

Çакăн хыççăн сцена çине централизациленĕ клуб системин работникĕсем, çĕр ĕçченĕсене сума суса, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

«Тăвайри кооператив» потребобществăн çăкăрпа булка изделийĕсен куравĕ пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика