АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кураври çитĕнÿсем - çемье ÿсĕмĕсем

01 ноября 2019 г.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, иртнĕ уйăхăн пĕрремĕш çурринче Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕн-чен «АККОНД» кондитер фабрикипе «АККОНДСĔТ» ОООсăр пуçне Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ те «Чи лайăх фермер хуçалăхĕ» номинацире палăрнă, унăн ферми Раççейри çемье фермисем хушшинче Ылтăн медале тивĕçнĕ.

С.Р.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ районта пĕтĕмĕшле сĕт туса илессипе иккĕмĕш, ашпа виççĕмĕш вырăнсене çирĕппĕн тытса пырать. Кăçал кунта аш хисепĕ икĕ хут ытларах ÿснĕ. Хуçалăх пĕтĕмпех мăйракаллă шултра выльăх ашĕ туса илет, çакна пăрусем пăхса илессине ÿстерсе пынă тата пăхса-тăрантарса усрассине лайăх йĕркеленĕ никĕс çинче туса пырать. Кăçал та тăхăр уйăхра пурĕ 355 пăру е иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 54 пăру ытларах пăхса илнĕ. Выльăх апачĕ янтăласа хурассипе те кăçал умĕнхи çулхинчен чылай ăнăçлăрах ĕçленĕ, утă-улăм, сĕтеклĕ тата концентратлă апатсем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çапла вара хресчен-фермер хуçалăхĕн утă-улăм та, сенаж та, кукуруза силосĕ те пур. Капансемпе хранилищĕсенче пурĕ 375 тонна утă, 3200 тонна сенаж, 5 пин тонна силос упранать. Сенажăн пысăк пайне нумай çул ÿсекен курăксенчен (2020 тонна) тата пĕр çул ÿсекен курăксенчен 1180 тонна хывса хăварнă. Кăçал выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкне ÿстернĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне ку чухнехи технологи майĕсемпе анлăн усă курнă.

Çак никĕс çинчех сĕт туса илессине те хăпартса пыраççĕ фермăра. Ĕнесен апат рационĕ чухăн мар, ăна организма тата сĕт антарма кирлĕ тутлăхлă япаласемпе шайлаштарнă. Кĕтĕве çуллен сĕт хушма пултаракан ăратлă çамрăк выльăхсемпе çĕнетсе пыраççĕ. Ку вăхăт тĕлне фермăри выльăхсен йышĕ 900 пуçран иртнĕ, çав шутран ĕнесем - 415 пуç. Ĕнесен йышĕ кăçал малалла хушăннă, кĕтÿ пысăкланнă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче пĕтĕмпе 1815,9 тонна е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 266 тонна ытларах паха продукци туса илнĕ. Выльăхсен сĕт продуктивлăхĕ 11 процент пысăкланнă, малалла хăпартасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика