АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсене шыраса илесси - тĕп вырăнта

01 ноября 2019 г.

Професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент Тăвай районĕнчи суд приставĕсен пайĕн начальникĕпе Татьяна Станиславовна Волковапа тĕл пулса калаçнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтнă.

-Пĕтĕмĕшле илсен, службăн задачисем нумай енлĕ. Чи малтанах - суд йышăнăвĕсемпе акчĕсене пурнăçласси. Çавăн пекех судсен ĕç-хĕлне йĕркелĕхне тивĕçтерекен подразделенисем пур. Вĕсем судсен зданийсене кĕмелли пропуск режимне пăхăннине тĕрĕслеççĕ, хăрушсăрлăх требованийĕсене мĕнле пăхăннине тимлеççĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пурнăçламалли документсемпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ парăмсене шыраса илесси ÿснине палăртмалла. Тăхăр уйăхра суд приставĕсем 15,5 млн. тенкĕ шыраса илнĕ.

Суд приставĕсен службинче алимент тÿлессипе çыхăннă ĕçсем малти вырăнта тăраççĕ. Алиментçăсенчен парăмсене шыраса илессипе тĕрлĕ мерăсем йышăнма тивет, уголовлă яваплăх тыттарасси таранах. Парăмлă çын ăçта пурăннине, вĕсен парăм шучĕпе тÿлемелли ытти майсем пурри-çуккине палăртас енĕпе шырав ĕçĕсем йĕркелессине тимлĕхе хунă. Çак çул-йĕрĕн пĕлтерĕшне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртса хăварнă. Суд приставĕсемпе пĕрле федераллă, республика, муниципалитет органĕсен представителĕсем яваплăха туйман ашшĕ-амăшĕнчен çул çитмен ачисене пăхса усрама кирлĕ укçана шыраса илессипе çыхăннă ĕç-хĕле хутшăнаççĕ. Кăçал парăмсене шыраса илессипе çыхăннă рейд мероприятийĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр, райадминистраци специалисчĕсем пулнă. Алиментçăсене çапла калас килет: «Алимента вăхăтра тÿлĕр, парăма ан кĕрĕр. Мăшăрупа уйрăлсан та, ачусем çинчен ан манăр».

2019 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 53 парăмçă тĕлĕшпе РФ тулашне тухса çÿреме чарак хунă. 13 çынна КоАПăн 5 статйипе административлă явап тыттарнă, РФ УКан 157 статйипе уголовлă 3 ĕç пуçарнă.

Судсен ĕç-хĕлне йĕркелĕхпе тивĕçтерес ыйтăва илес пулсан, район территорийĕнче ку енĕпе пăтăрмахсем пулман.

Юлашкинчен хисеплĕ коллегăсене професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ырă сывлăх, телей, тăнăçлăх, ăнăçу сунатăп. Эсир малашне те саккунлăха çирĕплетессипе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшасса шанса тăратăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика