АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем спорта юратаççĕ

01 ноября 2019 г.

Вĕсем спорта юратаççĕ

«Ĕçлекен халăха физкультурăпа, спортпа туслаштарас енĕпе хавхалантарма, çынсене ĕç вырăнĕсенче физкультурăпа спорта массăллăн хутшăнтарма, çавăн пекех «Ĕçлевпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормине пурнăçланине тĕрĕслесе тăракан муниципалитет центрĕсен ĕç тухăçлăхне ÿстерме тĕллев лартатăп»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Тăвайри культура çурчĕ умĕпе иртсе пынă чухне çак çемье куç тĕлне пулчĕ. Вăтам çулсенчи арçынпа хĕрарăм, вĕсен ачисем, пĕр хĕрачапа икĕ арçын ача. «Еплерех килĕшÿллĕ çемье, вĕсем пĕр-пĕрне хисепленине аякранах асăрхама пулать»,- вĕçрĕ пуçра шухăш.

-Атте, ывăнтăм, йăт-ха мана,-пĕр вырăнта сиккелеме пуçларĕ чи пĕчĕкки арçын умне пырса.

-Мĕнле апла? Эс пысăк вĕт, хăвăрт чупатăн, спортсмен,-шÿтлесе ытама илчĕ асли кĕçĕннине.

-Максим ашшĕне еплерех юратать?- сăмах хушрĕ юнашар утакан хĕрарăм.

Хĕпĕртенĕ ача çав вăхăтра ăна пит çăмартинчен чуптуса илчĕ.

Çапла шăкăл-шăкăл калаçса утрĕ Тăвай ялĕнче пурăнакан Дмитриевсен çемйи.

...Элпуçĕнчи Тамара Ивановнапа Виталий Иванович Егоровсен çемйинче 1980 çулта çуралнă Ирина. Тăватă ачаллă çемьерен вăл.

Шкултан лайăх вĕренсе тухнă хыççăн çĕвĕç ĕçне хăнăхнă пĕр çулталăк. Каярахпа библиотекăра ĕçлеме тĕллев тытнă пике.

2001 çулта Ураскассинче пурăнакансене кĕнеке вулама хăнăхтарассишĕн тăрăшнă. Харсăрскере хăвăрт асăрханă, район библиотекине ĕçлеме куçарнă. Вулавăшра ĕçленĕ вăхăтра пĕлĕвне ÿстернĕ Ирина Витальевна. Чăваш патшалăх университетĕнчи управленипе психологи факультетĕнче заочно майпа вĕренсе педагог-психолог специальноçне алла илнĕ.

Тĕрлĕ мероприятисенче пултарулăхне кăтартнă çамрăк хĕрарăм. «Тăвай ен» ансамбльте, халăх хорĕнче юрланă, спектакльсенче вылянă. Çĕнĕ кĕнекесемпе вулакансене хăвăртрах паллаштарас тесе районти тĕрлĕ организцисене çÿ-ренĕ, çынсемпе калаçусем йĕркеленĕ, çекĕлпе çыхса Тăвай енре иртекен конкурссене хутшăннă. Тăрăшулăхĕшĕн, ăсталăхĕшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă. 2007 çулта Ирина Витальевна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илнĕ. Кĕçĕннипе, Максимпа отпускра пулнă хыççăн кăçал ача-пăча библиотекинче вăй хума тытăнчĕ.

Çемье пуçĕ, Олег Михайлович та, Элпуçĕнчен, мăшăрĕпе 10 çул пĕр класра вĕреннĕ.

-Питĕ маттурччĕ вăл. Туслăх юратăва куçсан, 2004 çулхи çĕртме уйăхĕнче мăшăрлантăмăр, алла-аллăн тытăнса пурăнма пуçларăмăр. Хрусталь туя уявларăмăр та ĕнтĕ кăçал çулла,- аса илÿ кĕнекин страницисене малалла уçрĕ амăшĕ.

Арçын виççĕмĕш çул Тăвайри шкулта завхозра ĕçлет. Спортăн хăш-пĕр тĕсĕсемпе çывăх туслашнă вăл. Çĕрпÿ-ри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Олег Михайлович та нумай ачаллă çемьерен.

Тăвай ялĕнчи хăтлă хваттерте йăва çавăрнă Дмитриевсем. Аслă ачи Егор тăваттăмĕш класра пĕлÿ пухать. «Дашенька»,-тесе чĕнеççĕ хĕрне. Район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденире пушă вăхăтне ирттерет вăл. Максим та аппăшĕпе пĕрле çÿреме пуçланă унта нумаях пулмасть, кĕçĕн ушкăна каять.

Чăваш Енри хуласемпе районсенче кăçал та авăн уйăхĕнче «Наци кросĕ - 2019» чупу иртнĕ. Тăвай енре те аван йĕркеленĕ ăна. Ирина Витальевнапа Олег Михайлович та айккинче юлман, ачисемпе пĕрле хутшăннă унта. О.Дмитриев хăйĕн ÿсĕмĕнчи арçынсемпе хаваспах дистанцие тухнă, иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Даша та ашшĕ пекех спорта юратать, виççĕмĕш картлашка çине тăнă вăл çав кун, Хисеп грамотипе медаль панă ăна та.

-Пысăк йышпа пурăнма аван. Патшалăх пулăшать халь çемьесене. Эпир хваттер туяннă суммăна амăшĕн капиталĕпе парса татрăмăр. Нумай ачаллă çемье пулнине çирĕплетекен удостоверени илнĕ. Пушă вăхăта пурте пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Ачасене çын хушшинче çын пек пулма хăнăхтаратпăр,- калаçăва пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен телейлĕ амăшĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илет спорта юратакан çемье.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика