АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бриллиант туйра савăннă

01 ноября 2019 г.

Вăтаялĕнчи Алексей Яковлевичпа Серафима Кузьминична Черновсем 60 çул алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса, хисеплесе, пурăнаççĕ. Çак паллă юбилейпе вĕсене ЗАГС пайĕн начальникĕ Валентина Новикова, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Ярхунова ăшшăн саламланă, асăнмалăх парне панă. Тăвай районĕнчи юбилейлă туйсен кĕнекин «бриллиант» страницине алă пусса пуянлатнă асăннă мăшăр.

Алексей Яковлевичпа Серафима Кузьминична çемье хаклăхне упраса 60 çул каяллахи тĕревĕ халĕ те çирĕп пулнине палăртаççĕ...

Салтакран таврăнсанах каччă хулпуççийĕ çине никамсăр юлнă пысăк кил хуçалăхăн лавĕ тиеннĕ. Ĕне сума пулăшакан кÿршĕ хĕрĕ унăн чунĕнче ăшă туйăм çуратнă. Шинель тин хывнă çамрăк нумай шухăшламан, çураçнă чиперккене. Серафима хăйне шанчăклă çын качча тухма сĕннине чĕрипе туйнă, килĕшнĕ мăшăр пулма. 1959 çулхи авăн уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче Кармалти ял советĕнче вĕсене пĕрлехи пурнăçăн «путевкине»  (мăшăрланнине çирĕплетекен свидетельство) панă.

Алексей Яковлевич Канаш хулинчи вакунсем тăвакан завода куллен велосипедпа е çурран çÿренĕ. Районта та ăста слесарь-сантехнике лайăх пĕлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхассине механизациленĕ çĕрте, коммуналлă хуçалăхра, райпора, шкулчченхи учрежденире хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă арçын. 1968 çулта А.Чернов Кармалти тăхăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçланă, унтан тивĕçлĕ канăва кайнă.

Вăхăт хăвăрт иртет. Çемье пуçĕ 85 çулта халь. Апла пулин те хастар та çĕкленÿллĕ кăмăллă. Кĕçĕннисем аслисене хаваспа итлеççĕ, пулăшу ыйтакана яланах ырă тивĕçлĕ сĕнÿ парать вăл.

Серафима Кузьминична вăрçă вăхăтĕнче ыттисемпе пĕрле окоп чавнă çĕре хутшăннă. Ĕç çулне Кармалти шкулта техслужащире пуçланă. Вĕренекенсемпе педагогсем ăна тирпейлĕхшĕн хисепленĕ. Паянхи кунччен ырăпа асăнаççĕ ĕçчен хĕрарăма. Иртнĕ çул ĕç ветеранĕ 90 çулхи юбилейне уявланă. Çулĕсене пăхмасăр кил хуçалăхра иртен пуçласа каçчен кăштăртатать кинемей.

Хуçалăхра качака, чăх-чĕп пур, пахчи тухăçпа савăнтарать. Вĕсен килĕ ырă сунакансемшĕн яланах уçă.

Ывăлĕ Игорь Мускавра ĕçлет, Людмила хĕрĕ Шупашкарта йăва çавăрнă. Виçĕ мăнук Черновсен тата вĕсен пĕр ачи çитĕнет.

-Яланах пĕрле пулмалла, малашлăха шанмалла, вара нумай пурăнатăн,-теççĕ Алексей Яковлевичпа Серафима Кузьминична.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика