АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн юбилей каçĕнче

01 ноября 2019 г.

Хамăр ентешĕн, Шупашкарта пурăнакан Роза Николаевна Петрован (Ахтимирован) 80 çулхи юбилей каçĕнче пулма тÿр килчĕ. Вăл Чăваш наци библиотекинче иртрĕ. Юбилей каçне Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ертсе-йĕркелесе пычĕ. Юбиляра саламлама, хисеп тума унпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, писательсем, ăслăлăх çыннисем, вăл вĕрентнисем, ентешĕсем пухăннă. Юбилей каçне ветеран артистсен квартечĕ чăваш юррипе пуçларĕ.

Малтанах Роза Николаевнана саламлама тата унăн активлă пурнăçĕ çинчен каласа пама наукăсен кандидачĕ, доцент пулнă В.Г.Хлебникова сăмах илчĕ. Хăй вăл 81 çулта, юбилярпа педагогика институтĕнче пĕрле вĕреннĕ тата ĕçленĕ çулсене ăшшăн аса илчĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи наукăсен докторĕ М.Г.Харитонов профессор, тата Г.Н.Семенова доцент, профессор, А.М.Викторова доцент, гуманитари институчĕн пай пуçлăхĕ, филологи наукисен кандидачĕ Г.Г.Ильина саламларĕç, парнесем парса чысларĕç, пурнăçра ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

Тенеялĕнче пĕрле ÿснĕ тантăшĕ Нина Сергеевна Магасева та килнĕ юбилей каçне, питĕ хумханса ăшă сăмахсем тупрĕ юбиляр ячĕпе. Хулари кÿрши те ырă сунса парне пачĕ.

Роза Николаевна иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен вĕçĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентнĕ, унтан юбилей каçне килнĕ Юрий Петрович Петров ?Сантус% педагог тав туса саламлă сăмах каларĕ, парнепе чысларĕ.

Роза Николаевна хĕрĕ те, Раиса Геннадьевна, мăнукĕ-пе пĕрле пынă юбилей каçне, вăл амăшĕ çинчен каласа пачĕ, çавăн пекех амăшĕн çитĕнĕвĕсенче ашшĕн тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Геннадий Гурьевич Петров, физика вĕрентнĕ, мăшăрне пулăшас тесе, хуçалăх ĕçĕсене хăй çине илнĕ.

Юхма Мишши ертсе пыракан Чăваш писателĕсен Союзĕнчи писательсем те саламларĕç.

Юбилей каçĕнче Олег Михайлович Цыпленков, вăл Чăваш кинематографисчĕсен Союзĕн председателĕ, видео ÿкерчĕ.

Çавăн пекех Чăвашрадиоран икĕ корреспондент килнĕ, вĕсем пĕтĕмпех çырса пычĕç. Хăй вăхăтĕнче Роза Николаевна радиора ĕçлекенсене кăларăмсем йĕркелеме пулăшнă. Радио корреспонденчĕсенчен пĕри Ураскассинчи Алексей Александров пулчĕ.

Юлашкинчен Роза Николаевна хăй сăмах каларĕ, манăн пурнăçра тăршшĕпех лайăх çынсемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ, телейлĕ пултăм эпĕ, терĕ, юбилей каçне хăйне сума суса, хисеплесе килнĕ çынсене тав турĕ, хăй ĕçленĕ Удмуртипе Мари Эл Республикисенчен хăнасем килейменнишĕн пăшăрханчĕ, хăйсем парнисене илсе çитерме май тупнă пулсан та. Çак юбилей вĕсем пуçарнипе иртнине каларĕ. «Мĕн тăвас тетĕн, ватăлтăмăр çав, пур çĕре те çитес килет, анчах сывлăх май памасть»,-терĕ.

Пуçласа Удмуртинче, Ижевскра иртнĕ юбилей каçĕ. Чăн та, Роза Николаевна хăй унта пулайман.

Роза Николаевна нимĕне те манăçа кăларманни, чăвашла тап-таса та уçăмлă калаçни савăнтарчĕ. Вăл халĕ те статьясем çырать, «Ял ĕçченĕнче» те вулатпăр вĕсене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Эпĕ хам та Роза Николаевнапа пуçласа ăслăлăхпа искусствăсен Чăваш наци академийĕн ларăвĕнче паллашнăччĕ. Юлашкинчен, Роза Николаевна Петрова (Ахтимирова) титулĕсене асăнса хăварас тетĕп. Вăл - литературовед, прозаик, куçаруçă, педагог, доцент, педагогика наукисен кандидачĕ, 1991 çултанпа РФ писателĕ-сен Союзĕн членĕ, 2001 çултанпа Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Удмурти Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1997ç.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика