АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăхпа ырă сăмаха тивĕçлĕ

25 октября 2019 г.

Паян районта ял хуçалăх ĕçченĕн тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявлаççĕ.

Халех паллă ĕнтĕ, кăçал районти агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем хуçалăх çулне ăнăçлă вĕçлеççĕ. Оперативлă даннăйсем тăрăх, паянхи куна районĕпе 24,3 пин тонна е иртнĕ çулхин 114 проценчĕ чухлĕ тырă пухса кĕртнĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен тухăçĕ ампар виçипе вăтамран 24 (республикипе - 27,9) центнерпа танлашнă. «Акконд-агро фирма» АОра, «Дружба» ЯХПКра, В.Николаев, С.Михайлов, В.Грачев, А.Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тырă тухăçĕ районти вăтам кăтартуран чылай пысăкрах.

«Акконд-агро фирмăра», тĕслĕхрен, кашни гектартан вăтамран 34 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Хăйсен хастар ĕçĕпе Андриан Александров («Акконд-агро фирма» АО), Николай Богачев ?В.Грачев ХФХ%, Владимир Алексеев (С.Илларионов ХФХ), Иван Герасимов («Дружба» ЯХПК) комбайнерсем пысăк тава тивĕçлĕ.

Çитес çулхи тухăç никĕсне хывса, кăçал 2605 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, районĕпе пĕтĕмпе 4250 гектар çĕртме сухи тунă.

Çĕр ĕçлекенсем халиччен акса туман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ тепĕр 132 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарассишĕн те чылай тăрăшнă, пĕр условнăй выльăх пуçне 29 центнер апат единици хатĕрлесе хунă.

2019 çулхи тăхăр уйăхра ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче сĕт тата аш-какай туса илесси чылай ÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен сĕт суса илесси иртнĕ çулхинчен 263 килограмм хушăннă, 4750 килограма çитнĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ «Акконд-агро фирмăра», «Кубнинский» агрофирма ОООра, «Дружба» ЯХПКра, С.Илларионов, А.Федоров, С.Хумышев, Ю.Борисов тата ытти хăш-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕсенче палăрмаллах ÿснĕ.

Сĕт туса илессипе «Акконд-агро фирма» АО, С.Илларионов, В.Грачев хресчен-фермер

хуçалăхĕсем уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çавна май «Акконд-агро фирма» АОри сĕт комплексĕнчи Геннадий Петров, Венера Иванова, Ирина Матвеева, С.Илларионов ХФХри Надежда Федорова, Наталия Петрова специалистсем чи ырă та ăшă сăмахсене тивĕçлĕ. Фермăсенче вăй-халне шеллемесĕр вăй хуракан тата пысăк кăтартусем тăвакан выльăх-чĕрлĕх пăхакансенчен «Акконд-агро фирмăри» Наталия Ерастова, Марина Белкова, «Дружба» ЯХПКри Наталия Баранова, В.Грачев ХФХри Людмила Шуйкова машинăпа ĕне сăвакан операторсене, «Акконд-агро фирмăри» Алина Гурьева, «Дружбăри» Полина Терешина, С.Илларионов ХФХри Надежда Степанова, Кармалти Зоя Шашкова выльăх самăртакансене ырăпа асăнмасăр иртме çук.

2019 çулта конкурслă суйлавпа çемьен выльăх- чĕрлĕх фермисене паракан патшалăх пулăшăвне - грантне Андрей Моряков, пуçлакан фермера аталанма паракан гранта Надежда Федорова ХФХ илме тивĕçнĕ. Проекта пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пирĕн районти 11 пуçлакан фермера тата 4 çемье фермине грантсем панă.

Çавăн пекех патшалăх пулăшăвне грант йĕркипе хресчен-фермер хуçалăхĕ туса хурса аталантарма (Агростартап) Владимир Козлов тата Евгений Новиков фермерсем илнĕ.

Хуçалăхсем ял хуçалăх техникине çĕнетсе пырассипе начар мар ĕçлеççĕ, кăçал 43,4 млн. ытла тенкĕлĕх 33 единица туяннă. Çак ĕçе «Акконд-агро фирма» АО, В.Грачев, В.Николаев, С.Илларионов ХФХсем ытларах тÿпе хывнă.

Районта инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе те тивĕçлĕ ĕçсем пыраççĕ. Вĕсем - «Аккондсĕт» ОООра, «Кубнинский» агрофирмăра, С.Илларионов ХФХра. Вĕсенче ĕçсен тĕп пайне пурнăçланă ĕнтĕ. Кăçалах «Акконд-агро фирма» АОра смета хакĕ-пе 50 млн. тенкĕлĕх 350 пуçлăх пăру вити тума тытăнма палăртаççĕ.

2019 çулхи 9 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 62,5 млн. ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 21541 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 9 процент ÿснĕ.

Паян районта ял хуçалăх ĕçченĕн тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявланă май, сире пурне те ĕçри хастарлăхпа тÿсĕмлĕхшĕн, район экономикине çирĕплетсе, ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ÿстерсе пыма вăй хунăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп.ф

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика