АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халăх участковăйĕ-2019»

25 октября 2019 г.

«Халăх участковăйĕ-2019»

Онлайн мелĕпе сасăласа Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçине палăртнă. Вăл - Тăвай районĕнчи Николай Шамбулин.

Конкурс кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртет. Регион тапхăрĕн тупăшăвне 20 полици ĕçченĕ хутшăннă. Сасăлав ЧР Шалти ĕçсен министерствин (ШĔМ) сайтĕнче октябрĕн 7-16-мĕшĕсенче иртнĕ. Районти полици уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ Н.Шамбулин чи нумай сасă пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Полици капитанĕ Шалти ĕçсен органĕсен службинче 14 çул, вĕсенчен 10 çулне - участковăй должноçĕнче. Ăна шаннă 6 ял территоринче 4200 яхăн çын пурăнать, вĕсене йĕркелĕхпе тивĕçтерес тесе тăрăшать. Пушă вăхăтне ытларах çемйипе - мăшăрĕпе Иннăпа, 3 çулхи ывăлĕпе Димитрийпе ирттерет. Чун киленĕçĕ вара - пулла çуресси.

Чăваш Енри «халăх участковăйĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурс финалне хутшăнать. Сасăлав 2019 çулхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕн-че професси уявĕ умĕн (ноябрĕн 17-мĕшĕнче полицин участокри опер-уполномоченнăйĕн кунĕ) иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика