АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе

25 октября 2019 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кăçал пенсие тухмалли ÿсĕмри 23 çын професси илме, квалификацие ÿстерме пултарнă, 4-шĕ халĕ вĕренеççĕ. Çак ĕç-хĕл «Аслă ăрури çынсем» федераллă проектпа тата «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Авăн-юпа уйăхĕсенче «Акконд-агро фирма» обществăран - 6, тĕрлĕ çĕртен 11 ĕçчен 4 разрядлă охранник специальноçне илнĕ. Вĕсен пурин те ĕç вырăнĕсем пур. Çапла, районтан тухмасăр вырăнтах, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса, тÿлевсĕр вĕреннĕ. Çак майпах «Нива» вĕренÿ центрĕнче 4 çын котельнăй операторĕн специальноçне алла илет хальхи вăхăтра.

Халăха социаллă пулăшу паракан центрăн 6 ĕçченĕ Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕнче професси пĕлĕвне аталантарса, «Сиделка» специальноçĕн свидетельствине илнĕ.

Çĕнĕ специальноç илекен е квалификацие ÿстерекен хĕрарăмсемпе арçынсем ÿсĕмĕпе - 1968 тата 1963 çулччен çуралнисем.

Пенси çулне çитменнисен шутне канăва тухма 5 çул юлнă çынсем кĕреççĕ. Предприяти, организаци ĕçченĕсем, ĕçсĕр граждансем пĕлÿ илме пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика