АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлпулу тата уяв

18 октября 2019 г.

«Раççей ял çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерстви пулăшнипе çулленех ялăн культурăпа истори еткерлĕхне упраса хăварассипе тата халăха ялсенче харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтермелли майсем çинчен лайăхрах пĕлтерсе тăрассипе Пĕтĕм Раççейри проекта пурнăçа кĕртет. Кăçал вăл - «Ялти хăвăн ĕçе - хăюллăн пуçăн!» проект.

Çак тĕллевпе октябрĕн 22-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре райадминистрацин пĕчĕк залĕнче Чăваш ял хуçалăх академийĕн представителĕсемпе студентсен ĕç ушкăнĕпе информаципе консультаци тĕлпулăвĕ пулать. Ун вăхăтĕнче ял хуçалăхне тата ял территорийĕсене аталантарма паракан патшалăх пулăшăвĕн тĕп ĕçĕсене, çав шутра пуçлакан фермерсене пулăшас, çемье фермисене аталантарас, вак хуçалăх формисем илнĕ вăрăм, вăтам тата кĕске сроклăх кредитсен процент ставкисен пĕр пайне тавăрас, грант пулăшăвĕ парас, вырăнти пуçарусене хавхалантарас, ял территорийĕсенчфи граждансен, çамрăк çемьесен тата çамрăк специалистсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, «Агростартап» программăпа федерацин ытти проекчĕсене хутшăнас ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Тĕлпулăва харпăр хăй хушма хуçалăхĕ-сен представителĕсене, 10-11 классенче вĕренекенсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене, çамрăк специалистсене, грантсемпе кăсăкланакансене чĕнеççĕ.

Октябрĕн 25-мĕшĕнче вара, 11 сехетре, районти культура çуртĕнче ял хуçалăх ĕçченĕн тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика