АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйлаччăр

18 октября 2019 г.

Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйлаччăр

«Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикинчи ĕçлекен çамрăксен Совечĕсен спорт фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ - çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарасси, вĕсене физкультурăпа спорт занятийĕсене ытларах явăçтарасси. Ăна ЧР Вĕрентÿ министерствин Çамрăксен пуçарулăх центрĕ тата район администрацийĕпе унăн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен секторĕ йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш енри хуласемпе районсенчи 16 команда тупăшнă. Тăвайсен чысне районти Çамрăксен правительствипе «Тăвайри кооператив» потребобществăра ĕçлекенсем хÿтĕленĕ.

Фестивале килнисем малтанах Тăвайри вăтам шкулта пухăннă. Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура уçнă, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Олег Ломоносов, Чăваш Енри Вĕрентÿ министерствин çамрăксен пуçарулăх центрĕн аслă методисчĕ Елена Наумова сăмах каланă.

Ăмăртусем ФСК стадионĕнче тата бассейнра иртнĕ. Фестиваль программинче - видеороликсен конкурсĕ, эстафетăсемпе тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарасси, ишессипе ăмăртасси. Пĕтĕмĕшле итогсем тăрăх 1-3-мĕш вырăнсене Канаш хулинчи çамрăк учительсен, «Вăрнарти хутăш препарачĕсен завочĕ» обществăн «Август» фирмăри çамрăк работниксен, «ИЗВА» обществăри (Шупашкар хули) çамрăксен канашĕсем йышăннă. Районти çамрăксен правительствин команди чăрмавсен полосисене парăнтарассипе чи маттурри пулнă, потребобщество çамрăкĕсем «А вот и мы» видеороликсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă.

Фестивале хутшăннисем асăннă мероприятипе, унтан «Упа кĕтесĕ» кану базинчи экскурсипе те кăмăллă юлнă. Уява йĕркелекенсене, çавăн пекех ăна ирттерме пулăшнă Тăвайри вăтам шкул, «Аль» ФСК - ДЮСШ» учреждени, «Радуга» кафе администрацийĕсене тав сăмахĕ каламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика