АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăра хисеп турĕç

18 октября 2019 г.

Çăкăра хисеп турĕç

Кирек мĕнле çĕршывра та çăкăр пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй ассамблейи 1950 çулта Пĕтĕм тĕнчери çăкăр кунне юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче уявлама йышăннă.

Палăртнă кун пур çĕрте те тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кулинарсемпе çăкăр пĕçерекенсем тĕл пулаççĕ, çăкăрпа булка изделийĕсен куравĕсене йĕркелеççĕ тата ытти те.

Пирĕн районти «Тăвайри кооператив» потребобщество та айккинче юлмарĕ. «Çăкăра хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ пире. Çăкăр пуриншĕн те пуç пулса тăрать. Тăварсăр, çăкăрсăр апатăн тути çук. Çăкăрсăр пылпа кăна тăранаймăн, тенĕ ватăсем. Çавăнпа пирĕнтен кашниех çăкăра хисеплемелле»,-калаçăва пуçăнчĕ районти кооператорсен ертÿçи В.Федоров «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăри уявра иртнĕ юнкун.

Çăкăр пĕçерекенсен ĕçĕпе кĕскен Т.Обаськина паллаштарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери çăкăр кунĕпе саламланă, çăмăл мар ĕçре ăнăçусем суннă. Тĕл пулура çăкăр пĕçерекенсем, ĕç ветеранĕсем те тухса калаçнă. «Чи лайăх çăкăр» конкурса пĕтĕмлетнĕ, изделисем пурте пысăк пахалăхлă пулнине çирĕплетнĕ.

Тăвайри куллен кирлĕ таварсен магазинĕнчи çăкăрпа булка изделийĕсен куравĕпе паллашма та кăмăл тунă уява пуçтарăннисем, «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă общество коллективĕн харсăрлăхĕпе пултарулăхне палăртнă. Çапла хисеплерĕç çăкăра иртнĕ юнкун пирĕн кооператорсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика