АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПК ветеранĕсен тĕл пулăвĕнче

18 октября 2019 г.

АПК ветеранĕсен тĕл пулăвĕнче

Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ умĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, ку отрасльте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ АПК ветеранĕсен Канашĕнче тăракан аслă ăру çыннисем те пĕрле пухăнчĕç. Хăйсем тăрăшнă тапхăрта вĕсем районшăн курăмлă ĕçсем тунă, уй-хирсемпе фермăсен тухăçлăхне ÿстерессишĕн сахал мар тимленĕ. Тăван çĕре чунтан парăнни вĕсене умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнă.

АПК ветеранĕсене уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке саламларĕ. Хальхи вăхăтра районта ял хуçалăхĕ мĕнле аталанса пынипе, отрасльте тăрăшакансен кăçалхи çитĕнĕвĕсемпе те паллаштарчĕ вăл пухăннисене. АПК ветеранĕсен Канашĕн районти уйрăмĕн ертÿçи М.Я.Яковлев обществăлла организаци кăçал туса ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ, малашне те пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕ. Ял хуçалăхĕнче нумайччен тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннă ентешсем пĕр-пĕрин пурнăçĕпе интересленчĕç. Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче чиркÿ тăвассине йĕркелесе пыракан В.Н.Николаевпа Н.И.Ивановран кунти ĕç-пуç çинчен ыйтса пĕлчĕç.

Тĕлпулăвăн тепĕр пайне Г.А.Масленников йĕркелесе пычĕ. Районти культура çурчĕн ăстисем ăшпиллĕ юрăсемпе хисеплĕ хăнасен кăмăлне хăпартрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика