АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И.Я.Яковлев Енĕш Нăрвашра темиçе те пулнă

18 октября 2019 г.

И.Я.Яковлев Енĕш Нăрвашра темиçе те пулнă

 

Чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев пуçласа Енĕш Нăрваша 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче килсе кайнă. Унтанпа шăп та лăп 140 çул çитрĕ. Çав кунхине вăл ял общининчен шкул çурчĕ тума 10 сотка çĕр ыйтса илнĕ. Ун хыççăн И.Я.Яковлев Енĕш Нăрвашра шкул çурчĕ тăвассипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене татса пама, шкул проектне тăвас, укçа-тенкĕ пуçтарас, стройматериалсем хатĕрлеме тата шкул çуртне епле туса пынине тĕрĕслес шухăшсемпе темиçе хутчен те килсе кайнă. Унсăр пуçне Аслă вĕрентекенĕмĕр шкулти экзаменсене çитме те тăрăшнă. Паллах, Енĕш Нăрвашра пулсан Тăвайне çитсе курмасăр иртсе кайман. Тăвайне килнĕ чухне Енĕш Нăрваш ялне те кĕрсе тухнă. Икĕ ялĕнче те шкул çурчĕсене И.Я.Яковлев тăрăшнипе пĕр вăхăтра туса пынă-çке-ха.

Иван Яковлевич Енĕш Нăрваш шкулне килнĕ самантсене сăнласа хамăр ентеш, П.М.Меркурьев художник виçĕ картина çырса хатĕрленĕ, вĕсене ялти музея парнеленĕ. Картинăсенчен пĕри шăпах та «Ялти пуху» ятлă.

Шкула хута янă чухне И.Я.Яковлев хăй те килсе кайнă, çуртне аван тунă тесе

çирĕплетнĕ. Асăнмалăх шкулта усă курма пысăк юман сĕтел, доска, шкаф тата этажерка парнеленĕ. Халĕ вĕсем музейра чи хаклă экспонатсем шутланса тăраççĕ.

Енĕшнăрвашсем И.Я.Яковлев ятне яланах асра тытаççĕ, музей умне пысăк калăплă чул вырнаçтарнă. Ун çинчи мрамор плита çине «Çак çĕр çине И.Я.Яковлев пуçласа 1879 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче ура пуснă» тесе çырнă (сăн

ÿкерчĕкре).

Ватă учительсем аса илсе каланă тăрăх вара Иван Яковлевич Енĕш Нăрваша шкул ыйтăвĕсемпе 12 хутчен килсе кайнă. Музей çурчĕ çинчи асăну хăми çине «Çак шкул çуртне И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1896-1903 çулсенче туса лартнă» тесе çырса хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика