АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маня аппа 95 çулта

11 октября 2019 г.

Маня аппа 95 çулта

Тĕмерте пурăнакан тыл ĕçченне, ĕç ветеранне Мария Андреевна Жилкинана 95 çул тултарнă ятпа саламлама çак кунсенче чылайăн пухăнчĕç (сăн ÿкерчĕкре). Маня аппа тесен ялта нумайăшĕ пĕлет ăна.

Çăмăл пулман унăн кун-çулĕ. Вăрçă çулĕ-сенче иртнĕ çамрăклăхĕ. Çĕнтерĕве çывхартма хăйĕн тÿпине хывнă вăл та. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Ярхунова Мария Андреевнана сумлă юбилейĕпе Раççей Президенчĕн саламне вуласа пачĕ, асăнмалăх парнепе чысларĕ. Çавăн пекех ял администрацийĕн специалист-эксперчĕ Т.Зайцева, ялти культура çурчĕн директорĕ И.Краснова, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н.Жилкина саламларĕç, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Мария Жилкина ĕçлĕ ĕмĕрне ялти вăтам шкулта техслужащире тăрăшса ирттернĕ. Мăшăрĕпе ывăлĕ пурнăçран ир уйрăлнă, халĕ юратнă мăнукĕсемпе, кинĕпе савăнать кинеми. Тĕмерти чи ватă çынсенчен пĕри. Апла пулин те ăс-тăнĕ чиперех-ха, кăмăл-туйăмĕ аван.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика