АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăра асра тытса

11 октября 2019 г.

Паттăра асра тытса

2018 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухнă район хаçатĕнче «Хыпар» хаçатран илнĕ «Ăçтан эсĕ, Раççей пĕлмен Коновалов?» статья (авторĕ Юрий Михайлов) пичетленнĕччĕ. Унта кинотеатрсенче анлă прокатра «Несокрушимый» историллĕ çар фильмĕ кăтартни çинчен сăмах пырать. Фильмри тĕп герой прототипĕ - Совет Союзĕн Геройĕ Семен Васильевич Коновалов.

Тăшманпа пĕрре кăна мар пулнă куçа-куçăн.

Ростов облаçĕнчи Садки хуторĕ патĕнчи хĕрÿ тытăçу хыççăн Хĕвеланăç фрончĕн 9-мĕш армийĕн танксен 15-мĕш бригадинчи Коновалов экипажне çапăçура танка снаряд лекнĕрен çĕмĕрĕлнĕ топливо хатĕрне юсасан, бригадăна хăваласа çитме, фашистсем пырса тухсан вĕсен çулне пÿлме хушнă. Тепĕр-такран экипажăн чăнах та нимĕçсен техника колоннипе çапăçăва кĕме тивнĕ. Нижнемитякин хуторĕ патĕнче тăшман колоннине пÿлсе каçчен тытăнса тăнă. Каç пулсан Коноваловпа юлташĕсем сиенленнĕ танк люкĕнчен тухса хĕвелтухăçнелле хăйсен бригадине шыраса кайнă. 15-мĕш бригадăран Коновалов экипажне тупма янă ушкăн тепĕр кунне тăшманăн 16 танкĕ, 8 машини, 2 бронетранспортерĕ тĕтĕм йăсăрлантарса ларнине асăрханă, вĕсене Коноваловсем персе стройран кăларнă пулнă. С.Коновалова Совет Союзĕн Геройĕн «Ылтăн çăлтăр» медалĕпе тата Ленин орденĕпе наградăласси çинчен 1943 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче указ тухнă. Семен Коновалов Сталинград патĕнчи, Курск пĕккинчи çапăçусене, Украинăна, Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă, виçĕ хутчен аманса госпитальсенче сипленнĕ. Танк батальонĕн командирĕ вăрçа Германире вĕçленĕ. Кайран Хусанти танк училищин курсанчĕ-сене вĕрентнĕ, чугун çул çинче, заводра инженерта, ытти çĕрте ĕçленĕ. Хусанта пурăннă, 1989 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă, пурĕ те 69 çул пурăннă.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче (Троицăра) Тăвай районĕнчи Ямпулат ялĕнче пурăнакан Николай Николаевич Антоновсем патĕнче Семен Васильевич Коноваловăн хĕрĕ Ирина Бродская хăйĕн мăшăрĕпе тата иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе, Анна Антоновнапа пĕрле хăнара пулчĕç.

Антонов хушамат Коноваловсемпе тахçантанпах таччăн çыхăнса тăрать. Семен Васильевичăн тăван аппăшĕ Ксения (Укçук) Ямпулат ялĕнче пурăнакан Антон Антоновпа мăшăрланса 3 ача çуратса ÿстернĕ. Анчах упăшкин кун-çулĕ вăрçăра вăхăтсăр татăлнă. Ксени ачисене пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра Анна ятлă хĕрĕ çеç хăйĕн çемйипе Мускавра пурăнать. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле çак тĕлпулăва килнĕ.

Ялти аслă ăрури çынсем каласа панă тăрăх, С.В.Коноваловăн амăшĕ, Акулина Федоровна Федорова, Турикас Тушкилте çуралса ÿс-нĕ, ашшĕ, Василий Коновалов - Ямпулат ялĕнчен. Шел те, Ирина Бродская каланă тăрăх, аслашшĕ нумаях пурăнайман, хăйсен хуçалăхĕнчи лаша хырăмĕнчен тапнипе хĕрĕх çултах вилнĕ. Хальхи вăхăтра Ямпулатра Коновалов йăхĕпе çыхăннă çынсенчен Владимир Тимофеев (Ушуç Волочĕ) тата Николай Александров (Алтакким Микули) çемйи, унпа пĕртăвансем, ытти тăванĕсем хăйсен йышлă çемйисемпе пурăнаççĕ. Вĕсен кукашшĕ, Терентий Коновалов, Семен Васильевичăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пулни паллă. Терентий ашшĕпе (Порфирий) Семен Васильевич ашшĕ (Василий) пĕртăвансем пулнă.

Василийпе Акулинăн 6 ача ÿснĕ: 2 ывăл та 4 хĕр. Семен Васильевичпа Порфирий (ку вăл тепĕр Порфирий) йĕкĕрешсем пулнă, анчах вăл вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Хĕрĕсене Ксения, Лиза, Анна, Ефросиния тесе чĕннĕ.

Хурăнташ тăванĕсем каласа панинчен çакă паллă: Семен Васильевич Коноваловăн ашшĕпе амăшĕ мăшăрланнă хыççăн хальхи Тăвай районĕн-чи Ямпулат ялĕнчен Тутарстанри Тури Услон районне кĕрекен чăваш ялне Ямпулат хуторне куçса кайнă.

Семен Васильевичăн амăшĕ Акулина Федоровна Тушкил шкулĕн-че нумай çул хими тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Зинаида Владимировна Кириллован кукамăшĕпе Марияпа пĕртăван пулнă. Çапла вара тĕлпулура виççĕмĕш сыпăкран лекекен тăвансен Ирина Бродскаяпа Зинаида Владимировнан калаçмаллисем тупăнсах пынă.

Тĕлпулăва Антоновсен тĕрлĕ çĕрте пурăнакан мĕнпур йышлă тăванĕ хăйсен тĕп килне килме, пĕрле пуçтарăнса калаçса ларма май тупрĕ. Вĕсем пулни-иртнине куç умне кăларса ашшĕ-амăшне, эпĕшне чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе аса илчĕç.

Пулас Герой - Семен Васильевич Коновалов хăйĕн çамрăклăх çулĕсенче час-часах Ямпулата Антоновсем (Ксения аппăшĕ) патне килсе çÿренине эпийĕ каласа панине пĕрре çеç мар илтнине асăнчĕç.

Ямпулатри ăшă тĕлпулу пирĕн ентешĕмĕрĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Семен Васильевич Коноваловăн йăх-несĕлĕпе, унăн кун-çулĕпе, хĕрĕпе тăванĕсем çинчен чылай тĕплĕнрех пĕлме, нумай уçăмлатма май панă. Çакă тĕлпулу малашлăхшăн та, хальхипе пулас ăрусемшĕн те усăллă пуласса шанас килет.

Ирина Бродскаяпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕл пулнă. Ирина Семеновна "Несокрушимый" фильма курма Хусантан Шупашкара ятарласа килнĕ пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика