АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн пухăвĕнче

11 октября 2019 г.

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ Тăвай тăрăхĕнче пурăнакан çынсене чăвашсен пуян та тĕрлĕ енлĕ культурин илемне туйса тăма, мăн асаттесен чĕлхипе таса калаçма, халăхăмăрăн йăли-йĕркисене, ырă енĕсене упраса малалла тăсма, юрри-ташшине асра тытма, çитĕнекен ăрăва чăвашсен çĕр çинчи тивĕçне ăнланма вĕрентет, район шайĕнче чылай ĕç йĕркелет.

ЧНК конгресĕн вырăнти уйрăмĕн тивлечĕпе тĕрлĕрен уявсем, конкурссем, фестивальсем иртеççĕ. Унăн пайташĕсем районти социаллă сферăн тĕрлĕ пайĕсенче тăрăшаççĕ. Вĕрентекенсем, шкул çулчченхи учрежденисен ĕçченĕсем, таврапĕлÿçĕсем, библиотекарьсем, вырăнти поэтсемпе сăвăçсем, ал-ĕç ăстисем, чăваш юрри-ташшине, йăли-йĕркисене упраса малалла тăсакан культура ĕçченĕсем. Шупашкарти наци конгресĕ йĕркелекен регионсем хушшинчи мероприятисене те тăвайсем яланах хастар хутшăнаççĕ. Ытти регионсенчи чăваш диаспорисемпе тачă çыхăнса унти мероприятисене темиçе хутчен тухса çÿ-ренĕ вĕсем. Тĕслĕхрен 2018 çулта Самарти «Кĕр сăри», «Акатуй» регионсем хушшинчи уявсене, кăçал Чĕмпĕрти - «Акатуй», Тутарстанти «Уяв» праçниксене те çитсе курчĕç. Районти уйрăм ертÿçи Арина Алексеева ертсе пынипе тăвайсем çулла Çĕпĕр чăвашĕсем патне кайса килчĕç, 10 куна яхăн чăваш ялĕсенче концертсем кăтартрĕç.

Сÿтсе явмалли ыйтусем нумай пулнине палăртрĕç конгресс пайташĕсем. Хальхи обществăри кăткăс лару-тăру пирки хумханса калаçрĕç. Вĕрентекенсем шкул ачисене чăвашлăхпа интереслентермелли меслетсем çинчен каласа пачĕç, ашшĕ-амăшĕ килте тăван чĕлхепе калаçманни, паллах, ăрăва начар витĕм кÿрет. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен ачасен ытти сферăсенчи тавракурăмĕ те, ăс-тăн хаклăхĕ те пуян пулнине палăртрĕç. Ялсенчи ачасем чăвашла калаçма ан пăрахчăр тесен шкул çулчченхи учреждени ĕçченĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăвашла мероприятисем, конкурссем сахал мар йĕркелени çинчен каласа пачĕ Тăвайри пĕрремĕш ача садĕнче тăрăшакан Валентина Николаевна Константинова.

Вырăнти таврапĕлÿçĕсем те тухса калаçрĕç пухура. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Петрова районта пĕлмен çын çук пулĕ. Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕнче ырми-канми тăрăшнисĕр пуçне вăл халăхăмăрăн тата тăван ялăн историне тĕпчет. Нумаях пулмасть вăл çырнă Енĕш Нăрваш ялĕн энциклопедийĕ кун çути курнă. Çакăн йышши материалсене чăвашла та, вырăсла та кăларнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ Владимир Васильевич. Аякра пурăнакан чăвашсен ачисем, мăнукĕсем çапла майпа хăйсен йăх-йĕрĕпе вырăсла та пулин паллашма, малалла интересленме пултараççĕ. Тăвайри музейра та тăтăшах йĕркелеççĕ тĕрлĕрен мероприятисем. Халĕ, акă, пирĕн ентешĕмĕрĕн, Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Владимир Ильич Разин ÿнерçĕн куравĕ ĕçлет. Ÿкерчĕксенчи философиллĕ сăнарсем чăваш тавракурăмне уççăн сăнарлаççĕ. Тушкил ялĕнче пурăнакан Ольга Ивановна Сергееван тÿпи те сахал мар чăвашлăха упраса аталантарас ĕçре. Чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн шухăшне палăртрĕ пухура. «Вырăнти паллă çынсем, паттăрсем çинчен мероприятисен хисепне ÿстермелле»,-тесе пĕтĕмлетрĕ Ольга Ивановна. Çитес çул Раççей Федерацийĕнче Астăвăмпа Мухтав çулĕ пулнине шута илсе ку ĕç уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртрĕç конгресс пайташĕсем, асăннă темăпа чăвашла çырнă сценарисен конкурсне те йĕркелесе яма тĕллев лартрĕç. Таврапĕлÿ енĕпе мероприятисем нумай иртеççĕ, анчах та вĕсене пĕрлештерекен электронлă информаци банкĕ халлĕхе çук. Çак ĕçе те пуçарса ярас шухăшлă А.Алексеева.

Ураскассинчи Петр Алексеевич Никифоров та чуна хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине те анлăн паллă тума палăртнă республикăра. Çак паллă çавра çула халалласа районта «Тăван çĕршыв! Сана савса чи ăшă сăмахсем калатăп!» уçă вулавсем ирттрес шухăшлă тăвайсем. Пуш уйăхĕнче Тăвай районĕн 85 çулхи çавра çулне ирттерсе уявласси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

Район шайĕнче чăваш уявĕсенчен «Акатуя» кăна мар, «Кĕр сăрине» те анлăн ирттерме палăртнă. Ялсенче хальхи вăхăтра усă курманнине кура ĕлĕк пиртен хатĕр-ленĕ е тĕрлесе капăрлатнă çи-пуçпа тупрана пăрахăçа кăларни пăшăрхантарать. Çак енĕпе чылай ĕçлемеллине палăртрĕ Арина Юрьевна.

Чăваш хĕрарăмĕсем ал-ĕç тума ăста пулнине пурте пĕлеççĕ. Халĕ те ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен çынсем пур районта. Районти наци конгресĕн пайташĕ Венера Николаевна Алексеева район чысне пĕрре кăна мар хÿтĕленĕ, регион тулашне те тăтăшах хăй ăсталанă капăрсемпе тухать. Вăл та хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарчĕ.

Çитес çул конгресăн пайташĕсем тĕлпулусене экскурси майĕпе те ирттерме калаçса татăлчĕç.

Кăçалхи ĕçсене илес пулсан, чи çывăххисем - «Çĕнĕ хум», Çеçпĕл ячĕллĕ тата «Хĕрарăм! Сан умăнта таятăп пуçăма!» регионсем хушшинчи конкурссене хутшăнасси. Пуянкасси шкулĕнчи Эльвира Николаевна Кириллова, районти уйрăм пайташĕ, хутшăнать хĕрарăмсен конкурсне. Паллах, ку вăл пысăк яваплăх, унта хутшăнма нумай вăй хурас пулать. Эпир ăна ăнăçу сунатпăр. Тăвайĕнче чÿк уйăхĕнче «21 ĕмĕрти хуняма» конкурса, раштав уйăхĕнче, хăй вăхăтĕнче кунта ĕçленĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Павлович Павлова купăсçăна асăнса, районсем хушшинчи конкурса йĕркелесе ирттерес ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ-сем Зоя Ивановна Васильевăпа Елена Николаевна Матросова хăйсем йĕркелесе ирттернĕ тата хутшăннă мероприятисем пирки каласа кăтартрĕç.

Тĕлпулăва Тăвайри культура çурчĕн артисчĕсем чăваш юррисемпе илемлетрĕç. Видеопа вара Кемерово облаçĕнчи Михайловка ялĕнчи чăвашсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

Çапла вара тĕлпулу пуян шухăшлă та усăллă пулчĕ. Тăван чĕлхепе яланах пĕр-пĕринпе уççăн та ăшшăн калаçма, ĕçченлĕхе ÿстерсе пыма, пур ĕçре те хастар пулма сунчĕç пĕр-пĕрне чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн пайташĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика