АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пресс-центр пĕлтерет

04 октября 2019 г.

Юпа (октябрь) уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 10091 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, çак ĕçе тĕпрен илсен вĕçленĕ. Малтанхи даннăйсем тăрăх, пĕтĕмпе 24260 тонна тырă çапса илнĕ, пĕр гектар пуçне вăтам тухăç 24 центнерпа танлашать.

Çĕрулмине те пĕтĕмпех - пурĕ 27 гектар - кăларса пĕтернĕ, 540 тонна пухса илнĕ, вăтам тухăç - 200 центнер.

Пĕр гектар - 20 тонна - кишĕр, 15 гектар севок кăларса пухнă. 163 гектар çинчи горчицăна та пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ.

Кукурузăна хальлĕхе 380 гектар (53,9 процентне) вырса илнĕ, унăн массинчен 8140 тонна силос хывнă. Ытти выльăх апачĕсенчен утă 7930 тонна (100,1 процент), сенаж 19020 тонна (123,8 процент) хатĕрленĕ.

Районĕпе 2605 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, çав шутран кĕрхи тулă - 1700, кĕрхи ыраш - 840, тритикале - 65 гектар.

Ку вăхăт тĕлне 4120 гектар çĕре сухаланă тата кăпкалатса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика