АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2020 çулхи аталану çул-йĕрне палăртнă

04 октября 2019 г.

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатассипе пурнăçа кĕртмелли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.

Указа пурнăçа кĕртме 2020 çулта пĕтĕмĕшле 3,4 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Документра Чăваш Енĕн 2020 çулхи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă:

-Чăваш Республикинче вĕренÿ системине инновациллĕ аталантарма, ачасемпе çамрăксене воспитани пама тата вĕсене пахалăхлă пĕлÿ илме условисем туса памалла*

-çынсен сывлăхне сыхламалла тата çирĕплетсе пымалла, пурнăç тăршшĕне ÿстермелле*

-Чăваш Енре пурăнакан кашни çын валли хăйĕн пултарулăхне аталантарма, пĕлÿпе, информаципе, культура тата ытти хаклăх мелĕсемпе усă курма условисем туса памалла*

-физкультурăпа тата спортпа туслисен йышне ÿстерсе пымалла, çынсем пурăнакан вырăнти спорт инфраструктурине аталантармалла, çамрăксен активлă канăвне йĕркелемелле*

-обществăлла инфраструктура объекчĕсене - ял çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли объектсене тумалла.

Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме республика бюджетĕнче хушма укçа-тенкĕ 1,2 млрд тенкĕ пăхса хăварма палăртаççĕ.

Сывлăх сыхлавĕн отрасльне аталантарма Указа пурнăçа кĕртессин шайĕнче 2020 çулта 1,0 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.

Çынсем пурăнакан вырăнти спорт инфраструктурине аталантарма çитес çул 500 млн тенкĕ уйăрĕç. Пĕтĕмпе тÿрем 10 спорт сооруженине тума тата реконструкцилеме палăртнă. Кунпа пĕрлех хальхи спорт сооруженийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пырĕç. Çакă 2024 çул тĕлне вĕçĕмех физкультурăпа спорт занятийĕсене çÿрекенсен шайне 55 процента çитерме май парĕ.

Чăваш халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркипе тата культурипе пуян. Республикăри пур çын та хăйĕн пултарулăхне туллин аталантарма пултармалла. Çавна май культурăна аталантарма 500 млн тенкĕ уйăрĕç. Çак Указа пурнăçа кĕртни çынсем культура учрежденийĕсене çÿрессине 15 процент ÿстермелле, кунпа пĕрлех культурăн цифра ресурсĕсемпе усă курасси 5 хут ÿсмелле.

Республика Правительствин тепĕр задачи вăл - ялта пурăнма хăтлăрах майсем туса парасси. Çавна валли шыв уçламалли скважинăсемпе башньăсене юсаса çĕнетмелле. Паянхи куна çынсене шывпа 1446 скважинăран тата шыв уçламалли 1397 башньăран тивĕçтереççĕ. Вăл шутран тĕпрен юсамаллисем шутĕнче скважинăсен 21 проценчĕ тата шыв башнисен 52 проценчĕ. Çав тĕллевпе 2020 çулта 200 млн тенкĕ уйăрĕç. Çакă республикăра пурăнакан 124572 çынна е ялта пурăнакан пĕтĕм çынсен 25 процентне шывпа тивĕçтерсе тăрассине палăрмаллах лайăхлатма май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика