АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсемпе вăхăтра тивĕçтернĕ

04 октября 2019 г.

Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай тăхăр уйăхра 4427 çынна 47 миллион тенкĕлĕх социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ. Çав шутра ачасене уйăхсерен паракан пособи панă: çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн - 51 çынна 3970 пин тенкĕлĕх* çие юлнă хĕрарăмсене ача çуратнăшăн - 8 çынна 8,7 пин тенкĕлĕх* ачана 1,5 çула çитиччен пăхакан ĕçлемен хĕрарăмсене - 95 çынна 4691,1 пин тенкĕлĕх* ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи - 20 çынна 344,8 пин тенкĕлĕх, кăкăр çитерекен амăшĕсене, çие юлнă хĕрарăмсене - 14 çынна 12,0 пин тенкĕлĕх, 13 опекуна 16 ачана пăхнăшăн 966,1 пин тенкĕлĕх* ача усрава илнĕ 24 ашшĕ-амăшне 38 ачашăн 2495,6 пин тенкĕлĕх* виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнăшăн 97 ашшĕ-амăшне 6234 пин тенкĕлĕх.

Коммуналлă услугăсемшĕн федерацин 1018 çăмăллăхçине 2710,2 пин тенкĕлĕх уйăхсерен паракан тÿлевпе тивĕçтернĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăхра 35 донора 495,1 пин тенкĕлĕх çулталăкри компенсаци панă.

Чернобыльти АЭС-ри авари хыççăн йĕркене кĕртме хутшăннисене - пурĕ 271,5 пин тенкĕлĕх, юлашки çула ăсатнă чухне паракан тÿлевпе 26 çынна пурĕ 147,2 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме 144 ял ĕçченне 1347,6 пин тенкĕлĕх пулăшнă.

Вăрçă вăхăтĕнчи 45 тыл ĕçченне - 426,8 пин тенкĕлĕх, 1565 ĕç ветеранне 15494 тенкĕлĕх тÿлевпе тивĕçтернĕ.

«Вега» сывлăха çирĕплетмелли центрта канма тăхăр уйăхра 11 ĕç ветеранне путевка панă.

Коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме 164 çемьене 893,6 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрнă.

Тăхăр уйăхра пĕчĕк тупăшлă 195 çемьене регистрациленĕ.

Районта пурăнакан 32 çынна «Ĕç ветеранĕ», «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятсем панă.

27 çынна тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

Кăçал тăхăр уйăхра патшалăх услугисем илес ыйтупа пурĕ 5550 çын пынă халăха социаллă пулăшу паракан пая.

Нумай ачаллă 130 çемьене удостоверенипе тивĕçтернĕ.

Çăмăллăхлă категорисенчи граждансене социаллă тÿлевсемпе вăхăтра тивĕçтермелле. Законодательствăри улшăнусем пирки калакан информаципе ăнлантару ĕçне вăйлатмалла пирĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика