АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп никĕслĕ çемье

04 октября 2019 г.

Çĕнĕ Ишпуç район центрĕнчен аякра, вăрман патĕнче вырнаçнă. Сиплĕ, уçă сывлăш ялта пурăнакансен сывлăхĕ çине лайăх витĕм кÿрет. Çавăнпа чылай çул пурăнакансем те пур ку тăрăхра. Вĕсенчен пĕри - Михаил Филиппович Морозов, çак кунсенче 90 çулхи юбилейне уявларĕç унăнне. Мăшăрĕ Вера Сергеевна саккăрмĕш теçетке ваклать.

Çĕнĕ Ишпуçĕнче çутă тĕнчене килнĕ иккĕшĕ те, тăван ялтах ĕмĕрне ирттернĕ. Тăван çĕршыв Аслă вăрçин çулĕсенче иртнĕ Михаил Филипповичăн çамрăклăхĕ. Ĕç çумне ытла ир çыпăçнă.

Виçĕ çул Тăван çĕршыв умĕнчи чыслă тивĕçне пурнăçланă каччă, таврăнсан ялти маттур та чипер хĕрпе çемье çавăрма кăмăл тунă. 1954 çул вĕçленсе пынă чухне ашшĕпе амăшне пулас мăшăрĕпе паллаштарнă, раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче мăшăрланнă вара çамрăксем.

-Пĕр-пĕрне шаннă эпир, çавăнпа пĕрле пурăнма тĕллев тытнă,-аса илеççĕ иртнĕ кунсене Морозовсем.

Пĕрле ĕçлесе пысăк çурт лартнă. «Таса уйра чи малтан кил хуçалăх çавăрма пуçларăмăр. Хăмасене иксĕмĕрех тататтăмăр, ачасем пулăшатчĕç. Пурнăçра «çумăрлă» тата «хĕвеллĕ» кунсем те пулнă. Вĕсем хыçа юлнă. Уйрăласси пирки шухăшламан. Ирхине вăрçăнсан, каçхине мирлешнĕ эпир»,-аса илет Вера Сергеевна.

-Кăçалхи раштавра 65 çул çитет эпир пĕр çулпа утма пуçлани, тимĕр туй пулать, -сăмахне малалла тăсать Михаил Филиппович.

Кил хуçи арăмĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ырă тĕслĕх кăтартнă, ăшă сăмахсемпе Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă.

Çемье пуçĕ хăпартнă çуртсем ялта та, районта та тата ытти çĕрте те чылай. Ылтăн алăллă платник тесе хисепленĕ ăна çĕнĕишпуçсем.

Тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ Морозовсем, çемьелентернĕ. Петр, Валерий, Николай тата Алена Тăвай районĕнчи ялсенче çемйисемпе пурăнаççĕ. Шел, Владимир пурнăçран уйрăлса кайнă. Мăнукĕсем, вĕсен ачисем пур Михаил Филипповичпа Вера Сергеевнан.

Çапла 65 çул пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса, юратса пурăнаççĕ, хуйхи-суйхине пĕрле пайлаççĕ Морозовсем.

-Çемье пирĕншĕн чи малти вырăнта тăрать. Ачасем ăшă йăвара яланах хăйсене телейлĕ, хăтлă туйччăр, мал ĕмĕтлĕ пурăнччăр. Çемье тĕрекĕ ытларах арçынтан килет. Вăл йĕркеллĕ, вăйлă, чыслă пулни - çемье тытăмĕн тĕшши,-тет 90 çулхи ĕç ветеранĕ М.Морозов.

Ялти хисеплĕ çынна паллă уявĕпе район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Чайкин, Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов, ачисемпе тăванĕсем ăшшăн саламланă, 100 çула çитме суннă, асăнмалăх парнесем панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика