АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап пухмалли вырăнсем тăваççĕ

20 сентября 2019 г.

 

Тăвай енре пурăнакансем асăрхаççĕ пулĕ ĕнĕ халь унта та кунта çÿп-çап пухмалли контейнерсем валли ятарлă площадкăсем йĕркелеççĕ. Виçĕ енчен тимĕр карта тытаççĕ, ăпăр-тапăра çилпе сапаланасран, выльăх-чĕрлĕх кĕрсе салатасран хÿтĕлеççĕ вĕсем. «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ асăннă ĕçе.

Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме Тăвай ял тăрăхĕнче мĕнле ĕçленипе кăсăклантăмăр çак кунсенче. Хытă каяшсене пухмалли контейнерсем лартмалли лапамсен бетон е асфальт сарса хытарассипе Вăрманхĕрри, Чÿкçырми, Çăлпуç, Тăвай, Вырăс сали ялĕсенче ĕçлеме пуçланă. Ял тăрăхĕ-пе пурĕ 75 площадка пулать, кашнине икшер евроконтейнер лартаççĕ. Кивĕ контейнерсене хăш-пĕрисене пĕтереççĕ. Çĕнĕреххисене хăвараççĕ. Малтанхисемпе хальхи евроконтейнерсем хушшинче уйрăмлăх чылай. Вĕсене тĕрлĕ йышши çÿп-çап турттаракан çĕнĕ автомашина пушатĕ.

Кивĕ çĕрулми, панулми, картишĕнче пуçтарăнакан çÿп-çап тата ытти йăлари хытă каяш шутне кĕмеççĕ. Вĕсене тислĕк купи çине пăрахмалла. Е компост шăтăкĕсене хумалла. Типĕ курăксене, çĕрулми аврисене те çаплах утилизацилемелле. Вĕсене çунтарма юрамасть. Çакă пушар тухас хăрушлăх кăларса тăратать тата сывлăша сиенлет.

Кивелнĕ пальтосемпе кĕпе, тумтир пирки калас пулсан, вĕсене пакетсене тирпейлĕн вырнаçтарса, контейнерсене пырса пăрахмалла. Контейнерсем çумне купаласа хумалла мар.

Çывăх вăхтра çÿп-çапа уйăрса пуçтарсси çине куçаççĕ. Эрех-сăра кĕленчисем, пластик савăтсем валли уйрăм контейнерсем пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика