АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен тавĕ - ĕçри пысăк хаклав

23 августа 2019 г.

Ачасен тавĕ - ĕçри пысăк хаклав

Тăвайри вăтам шкула çак кунсенче Альбина Петровна Михайловапа Надежда Ивановна Гаврилова ячĕпе Мускавран заказлă çыру килнĕ. Адресĕ çине «НИИ скорой помощи им. Н.В.Склифосовского» тесе çырнă. Пĕр тĕлĕннĕ вĕрентекенсем ăна уçса вуличчен. Вăл хăйсен выпускникĕнчен Виталий Владимировран пулнă иккен. Тарăн пĕлÿ панăшăн, ăслăлăхра пĕрремĕш утăмсем тума, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн ăста педагогсене тав тунă вăл. Биологи учителĕ Альбина Петровна унăн класс руководителĕ пулнă. Мĕн ачаран врач пулма ĕмĕтленнĕ каччă аслăрах классенче химипе биологи предмечĕсене тарăнрах вĕренме ăнтăлнă. Район, республика шайĕнчи олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса малтанхи ÿсĕмсем тунă.

Ăсталăха ÿстерсе пыма, пултарулăха аталантарма тивĕçлĕ условисем туса парасси Тăвай шкулĕнче яланах тĕп вырăнта тăрать. Юлашки çулсенче «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, тĕрлĕ предметсен кабинечĕсем ку чухнехи оборудованисемпе нумай пуянланнă. Ачасем шкул сакки çинченех ăслăлăх патне ăнтăлаççĕ. В.Владимиров хăйне вĕрентнĕ учительсене малашлăх валли çирĕп никĕс хывма сулмаклă тÿпе хывнине палăртать. Шăпах Надежда Ивановнапа Альбина Петровна, ăслăлăх ĕçĕнчи руководительсем, ăна тĕпчевпе сăнав ĕçĕсене явăçтарса наукăна çул уçса панă.

-Эпир вĕрентнĕ ачасем пирĕн ĕçе курса-туйса, çапла пысăк хак пани мĕнле савăнтармĕ-ха?,- теççĕ чун-чĕре хĕлхемĕпе шкул ĕçне парăннă, ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшакан А.Михайловапа Н.Гаврилова.

Шкул хыççăн Тăвай каччи Мускаври медицина институ- тĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалиста çĕршывĕ-пех паллă сывату учрежденинех хăварнă. Ĕçленĕ хушăрах Виталий Васильевич аслăрах ÿсĕмрисен чĕре чирĕсене тĕпченĕ, кăштахран диссертаци çырас ĕçе пуçăннă. Кăçалхи август уйăхĕнче ăна ăнăçлă хÿтĕлесе медицина наукисен кадидачĕн ученăй степеньне илнĕ. Унччен маларах «Сравнительная оценка методов имплатации протезов аортального клапана у больных старше 75 лет с аортальным стенозом» ятлă автореферата алă пусса парнеленĕччĕ юратнă учителĕсене.

Ашшĕпе амăшĕ, Ольга Алексеевнапа Василий Витальевич, хĕрпе ывăлне тĕрĕс воспитани парса аслă çул çине тăратнă. Асли, Кристина та, Мускавра вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Унтах ĕçлесе пурăнать. Шкулта вĕреннĕ чухне питĕ хастарччĕ. Дизайнпа кăсăкланаканскер, наци çи-пуçĕсен моделĕсене ăсталаса, регион шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ.

Çак кунсенче Н.Гавриловапа А.Михайлова педагогсемпе калаçма тÿр килчĕ. Тăвай шкулĕ, вĕренÿ проекчĕсене пурнăçлама хастар хутшăнса, тинтерех кăна 200 пин тенкĕлĕх Грант çĕнсе илнине пĕлтерчĕç.

Республикăра «Ăслăлăха - шкула» проект ăнăçлă пурнăçланать. 2018 çулта асăннă проект шайĕнче никĕсри шкулсене физика тата хими предмечĕсене вĕренме ку чухнехи оборудованипе тивĕçтернĕ. Кăçал 15 шкулти биологи пÿлĕмĕсене хальхи оборудованипе пуянлатнă, вĕсен шутĕнче Тăвай шкулне те 1 млн. та 600 пин тенкĕ уйăрни пирки каларĕ шкул директорĕ Вера Кириллова.

Çĕртме уйăхĕнче хими кабинетне цифра лабораторийĕ вырнаçтарнă. Ăслăлăх тĕнчипе ертсе пырса, çу кунĕсенче сывлăхпа кану лагерьне çÿренĕ ачасемпе тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсем пуçарса пурнăçланине асăнчĕ Н.Гаврилова. Уйрăм вырăнсенчи шыва, тăпрана анализсем тунă, тĕрлĕ культурăсенче микроэлементсем мĕн чухлĕ пулнине тишкернĕ. Биологи кабинетĕнче «ăслă теплица» ĕçлеме пуçлани çинчен чарăнса тăчĕ А.Михайлова. Сăмахран, ÿсен тăрансене вăхăтпа шăварас, кирлĕ температура тытса тăрас ĕçсене компьютер ятарлă программа урлă пурнăçласа пырать имĕш. Ачасем лабораторире хăйсене чăн-чăн ученăйсем пекех туяççĕ. Кăтартусене уйрăм журналсем çине çырса пыраççĕ.

Альбина Петровна кăçал та республикăра (тен, пирĕн тăрăхра кăна пурăнаççĕ) сайра тĕл пулакан пăлан нăррине тĕпченĕ. Пуçласа çак кăпшанкăна тупнă Йăнтăрчă вăрманне темиçе хутчен те çитсе килнĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче профильлĕ отрядри ачасемпе. Асăннă нăрă халĕ таврари хăш-пĕр ялсенче пуррине асăрханă. Сăнавсене çутçанталăка упрассине тĕпе хурса йĕркелеççĕ.

Çапла пĕлÿ тĕнчине вĕçĕмех çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыраççĕ кунти вĕрентекенсем. Тĕрлĕ проектсене хутшăнса, Тăвай шкулĕнче ăс пухакансем çулленех Раççей шайĕнчи олимпиадисенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Çак кунсенче шкула савă-нăçлă хыпар çитрĕ. Шкул никĕсĕ çинче тепĕр проект ĕçлеме пуçлать - «Сделай мир ближе» ятлă вăл. Августăн 28-мĕшĕнче Шупашкарта çак проектăн презентацине шкул директорĕпе В.М.Кирилловапа А.П.Михайлова вĕрентекен хутшăнаççĕ. «Проект наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе тата çав енĕпе пĕлĕве ÿстерессипе çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн шкула кĕсьере чиксе çÿремелли 40 микроскоп параççĕ. Çак фолдскопсемпе усă курса ачасем тата та малалла аталанассине шанас килет»,-тет шкул директорĕ Вера Михайловна.

...Хаклă учительсене, пĕтĕм шкула чун-чĕререн тав туса ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă Виталий Владимиров. Апла Тăвай енĕн сумлă çыннисен кĕнеки тепĕр ученăй хушамачĕпе пуянланчĕ. Çамрăк хирург-кардиолога пархатарлă ĕçĕнче çитĕнÿсем сунаççĕ ентешĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика