АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ врач

14 декабря 2018 г.

Тава тивĕçлĕ врач

«Паян эпир халăх сывлăхĕн кăтартăвĕсене лайăх енне улăштартăмăр тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр.
Нумай пинлĕ врачсен çарĕн ĕçне хак памалли тĕп виçе-сенчен пĕри пурнăç тăршшĕн ÿсĕмĕ шутланать. Пĕлтĕр вăл республикăра халиччен сăнаса-палăртса тăнă çулсенчи чи пысăк кăтартăва çитрĕ тата 72 çултан кăшт кăна сахалрах шайпа танлашрĕ»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.
Тăвай енре пурăнакансен сывлăхне упрас енĕпе хальхи вăхăтра икçĕр ытла работник тăрăшать. Çав шутра 35 врач ?32-шĕ тĕп больницăра/ тата 119 медицина сестри, ытти работниксем - 66.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Вера Сергеевна Семенова ертсе пырать Тăвайри тĕп больницăра терапи уйрăмĕнче сипленекенсен сывлăхĕшĕн ырми-канми вăй хуракансене.
Удмурти Республикинчи служащисен çемйинче çут тĕнчене килнĕ иккен В.Семенова. Вăл вырăсла калаçать. «Пирĕн ялта хăйĕн ĕçне питĕ юратакан фельдшер ĕçлетчĕ. Манăн та ун пекех хисеплĕ специалист пулас килетчĕ»,-калаçăва малалла тăсать шурă халатлă ĕçчен.
Ижевскри патшалăх медицина институтне çул тытнă вăл 1969 çулта вăтам пĕлÿ илсен. «Сиплев ĕçĕ» факультетра 1975 çулта аслă пĕлÿ илсе тухнă. Чăваш Республикинчи больница çумĕнчи интернатурăра пĕр çул ĕçлесе вĕреннĕ.
Харсăр çамрăк специалиста 1977 çулта пирĕн районти тĕп больницăна ĕçлеме яраççĕ. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан Вера Сергеевнана тепĕр çултанах коллектив ĕçне йĕркелесе пыма шанаççĕ. Ертÿçĕсен сĕнĕвне тÿрре кăларать ĕçчен хĕ-рарăм, паянхи кунччен сывлăх сыхлавĕнче пуçарулăх кăтартать.
Чи аслă категориллĕ врача «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» знакпа, СССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе тата ытти наградăсемпе чысланă, хисеплĕ врач ята панă.
Пурĕ 41 çул хăйĕн сăвап-лă ĕçне çÿллĕ шайра пур-нăçласа пырать В.Семенова врач.
Мăшăрĕпе, Владимир Ивановичпа, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Лена сывлăх сыхлавĕнчи ĕç династине малалла тăсать. Куç тулли мăнукĕсем савăнтараççĕ Семеновсене.
Тăвайри тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче Вера Сергеевнапа пĕрле Алексей Николаевич Чернов неврологпа Надежда Петровна Сергеева врач-терапевт, пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса ĕçлеççĕ. Тăрăшуллă медицина сестрисемпе санитаркăсем вĕсене пулăшаççĕ сиплев ĕçĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика