АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айтăр, хусканусем тăвар!

14 декабря 2018 г.

Айтăр, хусканусем тăвар!

«Паллă ĕнтĕ, медицинăна миллионшар тенкĕлĕх инвестицисем хывма, сиплевĕн çĕнĕрен те çĕнĕ тата паха технологийĕсене ĕçе кĕртме пулать, анчах та пурпĕрех чи кирли вăл - çын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулни. Çынсен хăйсен сывлăхне мĕн пĕчĕкренех типтерлĕн упрама вĕренмелле.
Хальхи хула инфратытăмĕсене, парк тăрăхĕсене физкультурăпа туслашма пулăшмалли майсемпе тивĕçтермелле, çамрăксен хушшинче хальхи вăхăтра хисепри спорт тĕсĕсене аталантармалли условисем туса памалла»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Нумаях пулмасть пирĕн районта Чăваш Ен сывлăх министерствин «Пĕрлехи хусканусен кунĕ» проектне пурнăçа кĕртме тытăнчĕç. Кĕçнерникун ирхине çичĕ сехет çитичченех спорт тумĕ тăхăннисем Тăвайри хоккей площадки еннелле çул тытрĕç. Район администрацийĕнче, шкулта, тĕп больницăра тата ытти çĕрте ĕçлекенсем пулчĕç вĕсем хушшинче.
-Айта пĕрле, хусканусем тума!-тесе чĕнчĕç хаваслă пит-куçлăскерсем хирĕç пулакансене.
-Аюк, аван мар пуль çынсем умĕнчех хусканусем туса вăхăт ирттерме,-килĕшесшĕн мар лешсем.
-Сывлăхшăн пурте пĕрле тăрăшатпăр çапла.
Калаçа-калаçа хăвăрт çитрĕç палăртнă вырăна хусканусем тума тухнисем. Самайăн пухăннă иккен.
Реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ З.Степанова йĕркеленипе майлашăнса тăчĕç те çынсем темиçе рете, аллисене çÿлелле çĕклеççĕ пĕрле, пĕшкĕ-неççĕ, лапчăнаççĕ, айккисенелле авăнаççĕ тата ытти те. Çынсен пит-куçĕ-сене хĕрлĕ тĕс çапрĕ çакăн хыççăн.
-Пĕрле хусканусем тума чăнах та аван,-хĕпĕртесе килĕсене, ĕçе саланчĕç кайран çынсем.
Шăматкун хусканусем тăвакансен йышĕ татах нумайланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика