АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿре - харсăр хĕрарăмсем

07 декабря 2018 г.

Суту-илÿре - харсăр хĕрарăмсем

«Тăвайри кооператив» потребобществăн куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен магазинсен коллективĕсем, буфетсенче тăрăшакансем уйăхри тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ.
-Мĕн туянасшăн-ха; Ăшă çăкăр кирлĕ мар-и; Тутлă пелĕш тутансамăр,-тесе чĕвĕлтетеççĕ те чĕвĕлтетеççĕ кăна вĕсем кĕнĕ çынсемпе.
Хаваслă калаçакансемпе сăмах çине сăмах хушас килет çав. Мĕн те пулин туянсах тухатăн вара каялла.
Ураскассинчи Тамара Ивановна Григорьевана таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Ялти кашни тавар туянакан хисеплет харсăр хĕрарăма. Пахалăхлă апат-çимĕç таварĕсемпе тивĕçтерессишĕн 40 çула яхăн Т.Григорьева суту-илÿ ĕçне йĕркелесе тăнă. Наградисен шучĕ те çук маттурскерĕн.
Альбина Николаевна Александрова та Ураскас-си ялĕнчен. Вăл 1978 çултанпа Тăвайри «Юность» кафере вăй хума пуçланă та паянхи кунччен ĕçлет ку енĕпе. Хальхи ĕç вырăнĕ вара унăн - район администрацийĕн буфечĕ. Альбина Николаевна вашаватлăхĕпе кашни тавар туянаканпах питĕ кăмăллă. «Ырă сунса, ăшă кулăпа кĕтсе илет, татах кĕрсе тухма сĕнсе ăсатать»,-теççĕ А.Александрова буфетчица пирки. Кăçал ăна «РФ потребкоопераци ветеранĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Çывăх вăхăтра тăрăшуллăскер паллă юбилейне уявлама хатĕрленет.
Çĕнçырмари куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинри Ольга Васильевна Сергеева ĕçтешĕ-сенчен ырă тĕслĕх илет, тавар туянакансене вăхăтра тивĕçтерессишĕн тимлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика